Сиплев учрежденине çĕнетеççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 21.01.2022, 10:26 Просмотров: 252

 Кзыл-Чишмари врач амбулаторине "Сывлăх сыхлавĕ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн 7 млн тенкĕлĕх юсама палăртнă. Объекта çĕнетме "Була" пĕрлешĕве (ертỹçи Сергей Киргизов) шаннă. Строительсем вăй хума пуçăннă та ĕнтĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов январĕн 19-мĕшĕнче Кзыл-Чишмари врач амбулаторийĕнче пулнă, юсав ĕçĕпе паллашнă.

- Юлашки çулсенче районти сывлăх сыхлавĕн сферинчи ырă улшăнусем - ФАПсене, врач амбулаторийĕсене туни, юсаса çĕнетни - чи малтанах ялта пурăнакансене пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерме, медработниксене ĕçлеме тивĕçлĕ услови туса пама май парать. Çакă демографи лару-тăрăвне лайăхлатасса, ял çыннисен ĕмĕрне вăрăмлатасса шанатпăр, - тенĕ Рудольф Васильевич "Сывлăх сыхлавĕн" наци проекчĕн витĕмне палăртса

(Хамăр корр.)

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика