Çветтуй шыв чунпа ỹте тасаттăр, сывлăх кỹтĕр

Категория: Публикации Опубликовано: 21.01.2022, 10:31 Просмотров: 283

Январĕн 19-мĕшĕнче православи тĕнне пăхăнса пурăнакансем Иисус Христос Иордан шывĕнче тĕне кĕнинне паллă турĕç. Аслă уяв шутне кĕрекен Кăшарние Юхмапа Пăла тăрăхĕнче те анлăн уявласси йăлана кĕчĕ.

2022 çулхи Кăшарние хатĕрленсе районта сакăр вырăнта шыва кĕрсе чунпа та, ỹтпе те тасалма вак каснă. Ун пирки хаçатăн иртнĕ номерĕнче пĕлтернĕччĕ. Вĕсенче пуринче те пулăшу службин сотрудникĕсем дежурствăра пулнă. Алманчăра халăх хастарлăхĕпе çĕкленнĕ Владимир аслă князь ячĕпе хисепленекен купель пĕрремĕш хут шыва кĕрекенсене йышăннă.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Антонов, Алманчă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Киргизов чăн малтанах ял халăхĕпе ирхи кĕлĕре пулчĕç, хĕреслĕ çул çỹревпе купель патне утса килнĕ хыççăн Алманчăри храм настоятелĕ Олег Смирнов сăвапланă шыва кĕчĕç. Вĕсем хыççăн ял çыннисем, Красномайскинчен, Шăмăршă районĕнчен, Тутар Республикинчи Хĕрĕхсайтакран тата ытти çĕртен килнĕ хастарсем те çĕнĕ купельте хавхалансах чỹхенсе тухрĕç. Чылайăшĕ вара сăвапланă шывăн хăватне илме пит-куçне çурĕ.

А. ЕГОРОВА

 Хаклав

Николай ЧИХИН, Алманчă ял старости:

 - Кăçалхи Кăшарни уявĕ пирĕншĕн чылайлăха асра юлĕ. Ял çыннисен хастарлăхĕпе туса ларнă купельте январĕн 18-мĕшĕнче çĕрлех нумайăн шыва кĕрсе тасалчĕç. Крещенинче вара мĕн каçченех купельтен çын татăлмарĕ. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнакансем ялти храм настоятелĕ Олег Смирнов иерей кунта кĕлĕ ирттернĕ хыççăн Турă хăвачĕпе пĕрин хыççăн тепри сивĕ шыва кĕрсе тухрĕç. А. Карсаков ĕç ветеранĕ çиччĕмĕш теçеткене çывхарать пулин те шыва çỹçенмесĕрех кĕчĕ, унта виçĕ хутчен чăмса хĕрес хывса тухрĕ. Кăшарни шывĕ пурне те чунпа ỹте тасатма пулăштăр, сывлăх патăр.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика