Çулсене вăхăтра тасатни инкек-синкеке те сирĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 25.01.2022, 10:17 Просмотров: 201

ХĔЛ кунĕсем кăпăшка шурă юрпа, пите-куçа чĕпĕтекен сивĕпе илемлĕ. Кăçалхи Кăшарни хăйĕн хаярлăхне питех кăтартмарĕ пулин те, ку таранччен çителĕклех юр çурĕ. Районти çул-йĕре юртан тасатса тăракан яваплă организацисемшĕн ĕç çителĕклĕ темелле.

Çакна та палăртса хăвармалла. Вĕсене вăхăтра тирпейлемесен, утма çулсенчи хăрушлăха сирмесен авари пулма та, çынсем сусăрланма та пултараççĕ. Иртнĕ эрнере хаçат редакцине район центрĕнче пурăнакан пĕр пенсионер шăнкăравларĕ. Ватă кинемей Патăрьелĕнчи çĕнĕ "Пятерочка" магазинтан аякрах мар тракторпа чыштарса, купаласа хунă пысăк юр сăрчĕ иртен-çỹрене питĕ чăрмантарнине пăшăрханса пĕлтерчĕ. Çак вырăнтан ĕçе, шкулпа ача садне каякансем тата ыттисем те пысăк купаран пăрăнса машина çỹрекен çул хĕрринех тухса каяççĕ. Хĕл кунĕсем вĕçленмен-ха. Малашне юр тата çуса тултарсан аварилле лару-тăру хăрушлăхĕ пушшех пысăкланĕ.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика