Ăруран-ăрăва куçарса пырасчĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 25.01.2022, 10:29 Просмотров: 176

 Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта кĕнеке выставки йĕркеленĕ. Унăн пĕрремĕш пайĕнче юмахсене, каларăшсене, Улăп çинчен калакан мифсене, халăх хайлавĕсене вырăн панă.

Раççей халăхĕсен пултарулăхĕ çинчен çырнă литературăпа та паллашма пулать кунта.

Паянхи кун унчченхи хăш-пĕр алă ĕçне тăвасси манăçа та тухса пырать. Вĕренме кăмăл пуррисене Г.Кирилловăпа А.Смирнова библиотека ĕçченĕсем кирлĕ литература тупса параççĕ. Ĕçре мĕнпе усă курмалли, япалана епле хатĕрлемелли таранах пур кĕнекесенче.

Раççей çĕрĕ мĕн авалтанпах ал ĕç ăстисемпе пуян пулнă. Вĕсен пултарулăхне те ăруран-ăрăва куçарса пыма тăрăшмаллах пирĕн.

А. ИВАНОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика