Ытарайми ташшипе, шăнкăрав пек сассипе...

Категория: Публикации Опубликовано: 16.05.2022, 10:39 Просмотров: 496

Шăнкăртам ял тăрăхĕн администрацийĕ вырăнти культура çуртĕнче мăсăльман тĕнĕн тĕп уявне _ Ураза-байрама _ палăртнă май регионсем хушшинче "Шăнкăртам кĕввисем" фестиваль-конкурс йĕркеленĕ. Кăçал ăна Раççей халăхĕсен культура еткерлĕхĕн, Чăваш Енри Мухтавлă ентешсен çулталăкĕсене, Патăрьел районĕ 95 çул тултарнине, Атăлçи Пăлхар мăсăльман тĕнне йышăннăранпа 1100 çул çитнине халалланă.

Официаллă пая Шăнкăртам ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Минсур Валитов, район администрацийĕн социаллă аталану тата туризм ыйтăвĕпе ĕçлекен пай начальникĕ Наталия Никитина, "Централизациленĕ клуб системи" учрежденин директорĕ Наталия Алексеева хутшăннă.

Уявра ял тăрăхĕнчи тата Патăрьел, Шăмăршă, Комсомольски, Елчĕк, Тутарстан Республикинчи Çĕпрел тата Тетюши районĕсенчи, Мари Эл Республикинчи Йошкар-Ола хулинчи тутар коллективĕсем хăйсен пултарулăхне кăтартнă. Конкурса хутшăннисем пурте дипломсене, асăнмалăх парнесене, тĕрлĕ номинацие тивĕçнĕ.

 "Шăнкăртам кĕввисем" фестиваль-конкурсра Гран-прие Йошкар-Ола хулинчи тутар культура центрĕн ушкăнĕ (ертỹçи Гарай Магсумьянов) çĕнсе илнĕ.

А. КАПИТОНОВА

Архив материалов

Июнь 2022
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Яндекс.Метрика