Çамрăк çемьесен клубĕ вăй илсех пырать

Категория: Публикации Опубликовано: 16.05.2022, 10:45 Просмотров: 636

Районти централизациленĕ библиотека çумĕнче тĕрлĕрен обществăлла клубсем ĕçлеççĕ, проектсем пурнăçа кĕреççĕ. Вĕсене пурне те вулавăш ĕçченĕсем ертсе, йĕркелесе пыраççĕ. Çамрăк çемьсене пĕр чăмăра пуçтаракан "Çемье" клуб кĕçĕннисенчен пĕри. Ăна вулавăш ĕçченĕ, общество хастарĕ Ольга Вячеславовна Моисеева ертсе пырать. Акă мĕн пĕлтерчĕ вăл хаçат редакцине хăйсен ĕçĕ-хĕлĕ пирки:

- Пирĕн обществăлла организаци çамрăк-ха, çулталăк каялла çеç йĕркеленнĕ. Çапах та пĕрлĕхе кĕрес текенсем йышлă пулни савăнтарать. Пирĕн клуб членĕсене хастарлăх, пушă вăхăта çемьепе, ачасемпе пĕрле ирттерме тăрăшни, творчествăлла ăнтăлу пĕрлештерсе тăрать. Çавна май эпир хĕрарăмсен тата ашшĕсен канашĕсемпе (ертỹçисем -А. Горшковăпа Н. Андреев) тачă çыхăнса ĕçлетпĕр. Хамăрăн ĕçсене "БиблиоАННЕ" проектпа пĕрле пурнăçласа пыни те çемье интересĕсене анлăрах сарма май парать. Çулталăкра эпир хамăр вăйпа Пĕтĕм тĕнчери ачасене хỹтĕлемелли куна халалласа "Коляскăсен парадне", "Туслă çемье" фестиваль йĕркелерĕмĕр, Сăр тата Хусан чиккисене хỹтĕлекенсен çулталăкне халалланă мероприятисене хастар хутшăнтăмăр, мастер-классем, квест-вăйăсем ирттертĕмĕр тата ытти те.

Клуб членĕсем район, республика шайĕнчи мероприятисемпе конкурссенче те хăйсен пултарулăхĕпе савăнтараççĕ. Пирĕн обществăлла организацийĕн ĕçне республика шайĕнче те палăртрĕç. Чăваш Енри Хĕрарăмсен союзĕн председателĕ Наталья Николаева Пузырниковсен, Ивановсен, Ишмуратовсен, Петровсен çемйисене Тав хучĕсемпе чысларĕ. Шанас килет, малашне пирĕн "Çемье" пысăкланса, тĕрекленсех пырĕ.

Сăмах май, Ольга Вячеславовна Патăрьелĕнчи тĕп библиотекăра пиллĕкмĕш çул библиографра тăрăшать, ĕçтешĕсем хушшинче пысăк хисеп çĕнсе илнĕ. Çулсеренех вăл Акатуй-Сабантуйра, район кунĕнче, ял уявĕнче, тĕрлĕрен конкурссенче, акцисенче хастарлăх кăтартать, спорт мероприятисене хутшăнать тата ытти те. Ахальтен мар ăна общество пурнăçне хастар хутшăннăшăн 2021 çулта район администрацийĕн Тав хучĕпе чысланă. Маларах вара вăл Чăваш Ен Пуçлăхĕн стипендиачĕ те пулнă.

 А. ЕГОРОВА.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика