Сасăлава хастар хутшăнар

Категория: Публикации Опубликовано: 17.05.2022, 09:02 Просмотров: 415

Патăрьелĕнчи организаци-предприяти, район администрацийĕн структура подразделенийĕсен ертỹçисемпе, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов канашлу ирттерчĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вĕçленнĕренпе 77 çул çитнине халалласа йĕркеленĕ уява пĕтĕмлетрĕ. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче 150 ытла мероприяти иртнĕ. Ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕпе "Паттăр" ФСК ĕçченĕсем велочупăва тухнă, вĕсем 16 ял тăрăхĕнчи 19 яла çитсе палăксем умне чечексем хунă. Автошкулсем тĕрлĕ çар чаçĕнче службăра тăнисемпе авточупура хутшăннă, 19 ял тăрăхĕнче 21 яла çитнĕ. Шкул çулне çитменнисен парадне те Çĕнтерĕвех халалланă. Çавăн пекех кашни ял тăрăхĕнчех "Астăвăм паркĕ" акцие хутшăнса йывăçсем лартнă.

 Майăн 7-8-мĕшĕсенче пур ял тăрăхĕнче те Аслă Çĕнтерĕве халалласа мероприяти ирттернĕ. Тăрăнти палăка юсав хыççăн уçнă, Именкассинче çĕннине хута янă.

Патăрьелĕнче Аслă Çĕнтерỹ кунĕнче йĕркеленĕ митинг та нумайăшĕн асĕнче чылай упранĕ. Çавăн пекех вăрçă ветеранĕсене килĕсене кайсах саламланă, район 95 çул тултарнă ятпа кăларнă медальсемпе чысланă.

Рудольф Васильевич уява çỹллĕ шайра ирттерсе ярассишĕн тăрăшнисене Тав çырăвĕсем парса хавхалантарчĕ.

Эпир пурăнакан вырăн илемлĕрех пултăр тесен кашнийĕн тăрăшмалла. Апрелĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа майăн 30-мĕшĕччен пирĕн районта пур çĕрти пекех "Çурт-йĕр тата хула хăтлăхĕ" наци проекчĕн регионти "Хăтлă хула хăтлăхне йĕркелесси" программăпа 2023 çулта хăтлăх кĕртмелли обществăлла территорие суйласа илессипе онлайн-сасăлав иртет. Конкурса Патăрьелĕнчи халăх йышлă канмалли вырăн (зона массового отдыха населения) тата Патăрьелĕнчи Ленин урамĕнчи спорт лапамĕ хутшăнать. Çынсем хăйсен шухăшĕсене za.gorodsreda.ru платформăра, Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи сайтĕнче, нумай функциллĕ центра кайса сасăлама пултараççĕ. Волонтерсен пулăшăвĕпе те усă курма май пур.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - строительство, обществăлла инфратытăм аталанăвĕн пайĕн начальникĕ Равиль Ямалетдинов тата Патăрьел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Ялуков онлайн-сасăлава хастар хутшăнмалли пирки тепĕр хут аса илтерчĕç. Сăмах май, "Хăтлă хула хăтлăхне йĕркелесси" программăна 2017 çултанпа пин ытла çын пурăнакан тăватă ял тăрăхĕ - Патăрьел, Шăнкăртам, Сăкăт, Пикшик - хутшăннă. 13 проектпа 36 млн тенкĕлĕх ĕç пурнăçланă. Патăрьелĕнче культурăпа кану центрĕ умĕнчи "Юбилейлă" парка машинăсем лартмалли лаптăк, "Арбат" сквер, Шăнкăртамри "Халăхсен туслăхĕ" çамрăксен паркĕ, Хирти Пикшикре тата Сăкăтра скверсем уçнă.

Канашлура паянхи кунпа çыхăннă ытти ыйтусене те сỹтсе яврĕç

. О. ПАВЛОВА.

Архив материалов

Июнь 2022
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Яндекс.Метрика