Тротуар ыйтăвне тивĕçтернĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 24.05.2022, 10:52 Просмотров: 245

Патăрьел район прокуратури "Чувашия" ПТРКн "Шкул патне çул е хăрушă квест" сюжечĕ эфира тухнă хыççăн "Калинино-Патăрьел-Елчĕк" республика участокĕнчи Кивĕ Ахпỹртри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкул çывăхĕнче çул-йĕр хăрушсăрлăхĕпе саккуна мĕнле пăхăннине тĕрĕсленĕ.

Тĕрĕслев вăхăтĕнче çул-йĕр хăрушсăрлăхне пăсни, Пăлакасси ялĕнчен Кивĕ Ахпỹрте çити тротуарсем, çавăн пекех Кивĕ Ахпỹрт вĕçĕнче электричество çути пулманнине палăртнă. Çак çул участокĕшĕн Чăваш Республикин транспорт тата çул-йĕр хуçалăх министерствин "Чăваш Республикинчи автомобиль çулĕсен управленийĕ" хысна учрежденийĕ яваплă.

Район прокуратури "Чăваш Республикинчи автомобиль çулĕсен управленийĕ" хысна учрежденийĕ ячĕпе çул-йĕр куçăмне йĕркелемелли проекта улшăнусем кĕртес, тротуар тăвас тата çутăпа тивĕçтерес ыйтусемпе район судне тавăçлă заявленипе тухнă.

Чăваш Республикинчи Патăрьел район сучĕн йышăнăвĕпе прокуратура ыйтнине пĕтĕмпех тивĕçтернĕ, явап тытакана ĕçе пурнăçлама 6 уйăх срок панă, йышăну саккунлă вăя кĕнĕ. Требование мĕнле пурнăçланине район прокуратури тĕрĕслесе тăрĕ.

А. АФАНАСЬЕВ, район прокурорĕ, юстици советникĕ

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика