Хастарсен "Çăлкуç" клубĕ Туçа ял илемне те кỹрĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 27.05.2022, 10:14 Просмотров: 260

ТУÇАРИ "Çăлкуç" обществăлла клуб хастарĕсем юрра-ташша çеç маçтăр мар, тăван ял тирпей- илемĕшĕн те вĕсемех ыттисемшĕн ырă тĕслĕхлĕ. Нумай пулмасть çеç вĕсем Антонина Салмина тата Мария Табакова учитель-пенсионер пуçарулăхĕпе ача-пăча лапамĕнче тĕрлĕрен чечек лартнă, масар таврашне тирпейлесе кунта та утма çул хĕррипе клумбăсем туса çеçкесемпе илемлетнĕ. Яланхи пекех çак ĕçре Л. Сатарова, Л. Жукова, О. Шашкина, С. Шашкина, А. Руссова, В. Мордвинова, С. Тестова, Н. Углева, Л. Глинкина, А. Кузнецова тата ыттисем те хастарлăх кăтартнă. Сăмах май каласан, икĕ-виçĕ çул каялла масар çинчи çурта халăх вăйĕпе çĕнетрĕç. Паян унăн йĕри-таврашĕнче ешерекен чечексене те клуб хастарĕсемех тирпейлесе тăраççĕ

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика