Тăрăн шкулне асра тытса – палăк

Категория: Публикации Опубликовано: 08.06.2022, 16:25 Просмотров: 731

 Кăçалхи кĕркунне тăван районăмăр 95 çулхи сумлă юбилейне паллă тума хатĕрленет. Çавна май çулталăк пуçланнăранпах Юхмапа Пăла тăрăхĕнче паллă куна халалласа мероприятисем, акцисем, мухтавлă ентешсемпе тĕл пулусем иртеççĕ, çав вăхăтрах ял историйĕпе çыхăннă пулăмсене тимлĕх уйăрас тĕллевпе те ĕçсем пыраççĕ, социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсем хута каяççĕ тата ытти те. Акă, иртнĕ шăматкун, июнĕн 4-мĕшĕнче Тăрăн ялĕнче республикăри чи ватă шкулсенчен пĕрне халалласа уçнă палăк та Чăваш Республикинчи Мухтавлă ентешсен çулталăкĕпе тата Патăрьел районне йĕркелесе янăранпа 95 çул çитнипе çыхăннă.

Пĕлтерĕшлĕ мероприятие район пуçлăхĕ Николай Тинюков, район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Тăрăн ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Рубцов, "Чăваш Республикинчи вĕрентỹ институчĕ" хушма пĕлỹ паракан институт ректорĕ, филологи наукисен докторĕ Юрий Исаев доцент, Патăрьелĕнчи Державная Турă Амăшĕн иконĕ ячĕллĕ чиркỹ настоятелĕ Александр Синяков иерей, Тăрăнти Николай çветтуй ячĕллĕ храм настоятелĕ Серафим Лялькин игумен тата ытти хăнасем, шкултан вĕренсе тухнă выпускниксем, учительсем, ял халăхĕ хутшăннă.

 Юлашки çулсенче Тăрăн ял тăрăхĕ ялсене аталантарас, хăтлăлатас, тирпей-илем тытса тăрас тĕлĕшпе пысăк тимлĕх уйăрать. Кăçалхи Çĕнтерỹ уявĕ умĕн çак ялтах Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене, тăван яла таврăннă хыççăн пиртен уйрăлнă хисеплĕ ветерансене асра тытса палăк уçрĕç. Пĕлтĕр республика программипе хута янă модульлĕ ФАП таврашне хăтлăлатас тĕлĕшпе те чылай ĕç тунă. Ял çыннисем урамсене йывăç лартассипе те кăтартуллă ĕçлесе пыраççĕ. Пуçару бюджечĕпе те анлăн усă кураççĕ тата ытти те. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов Патăрьел районĕшĕн уйрăмах паллă çулталăкра Тăрăнта тепĕр палăк çĕкленни истори пĕлтерĕшлĕ, çитĕнекен ăрушăн пысăк ĕç пулнине палăртнă. Сумлă лару-тăрура ял хăтлăхĕшĕн тăрăшакансене тав тунă, общество пурнăçĕнче хастарлăх кăтартакансене, район аталанăвне тỹпе хывакансене "Патăрьел районне йĕркеленĕренпе 95 çул" медальпе, "Исток" çĕр ĕç фирмин укçи-тенкипе (ертỹçи Александр Илюткин) палăка тума пулăшнисене Тав хучĕсемпе чысланă.

Ял çыннисемшĕн çак кун чылайлăха асра юлĕ. Пухăннисене Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти учительсем, вĕренекенсем, Тăрăнти культура çурчĕн ĕçченĕсем юрă-ташăпа савăнтарнă. .

Хаклав

 Светлана АЛЕКСЕЕВА, педагогика ĕçĕн ветеранĕ, Тăрăнти тĕп шкул директорĕ пулнă:

- Тăрăнта çакнашкал палăк çĕкленни питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çакă педагогика коллективĕ чăннипех те вăхăтĕнче тăрăшса ĕçленин "çимĕçĕ".

А. НИКОЛАЕВА

Архив материалов

Август 2022
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Яндекс.Метрика