Спорт вăййисем - уяв илемĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 17.06.2022, 17:39 Просмотров: 491

Спорт мероприятийĕсем яланах Акатуй-Сабантуй илемĕ шутланнă. Мĕн ĕлĕкрен ватти-вĕтти ăмăртусене хутшăннă. Çак ырă йăла çултан-çул вăй илсе кăна пырать. Кăçалхи уявра та спортсменсем хăйсен вăйĕсене тĕрĕслерĕç.

Июнĕн 12-мĕшĕнче старта ачасем тăчĕç. Ача садне çỹрекенсен 400 метрлă дистанцие велосипедпа ярăнса парăнтарма тиврĕ. Вĕсене пăхса район чысне хỹтĕлеме пултаракансем ỹснине кашнийĕ курса ĕненме пултарчĕ. Арçын ачасенчен Çĕньялти Г. Вазюков, хĕр ачасенчен Нăрваш Шăхалĕнчи К. Афанасьева финиша малтан çитрĕç. 2010 çулта çуралнисем тата кĕçĕнрех арçын ачасенчен те, хĕр ачасенчен те Нăрваш Шăхалĕнчи С. Едифановпа Е. Иванова çĕнтерчĕç. 2007-2009 çулта çут тĕнчене килнисен 7 çаврăм тума тиврĕ. Дистанцие Çĕньялти Т. Вазюков тата Турханти Т. Кудрявцева пĕрремĕш парăнтарчĕç. Сăмах май, вĕсем пĕлтĕр те пьедесталăн çỹлти картлаçĕ çине тăма тивĕçнĕччĕ.

Шкулта вĕренекенсем çăмăл атлетикăпа старта тăрсан пăхнăçем пăхас килет. Ачасен чупнă чухне ури çĕре перĕнмест тейĕн. Вĕсем пĕр-пĕрне хавхалантарса тăма та, ушкăн вăйне туйма та пĕлеççĕ. Эстафетăра Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта ăс пухакансем кăçал та чи-чи вăйлисен шутне кĕчĕç. Первомайскисем - иккĕмĕш, Турхансем виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. 100 метрлă дистанцире Первомайскинчи Р. Чернова, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Д. Суворов, 800 метрлинче каччăсенчен Р. Смирнов (Первомайски), хĕрсенчен Л. Ершова (Турхан) мала тухрĕç.

Спорт ветеранĕсем те çамрăкран илнĕ хăнăхăва çухатман-ха. Арçынсем те, хĕрарăмсем те 800 метр чупрĕç. Хурама Тварти Т. Давыдов тата Первомайскинчи Л. Гаврилова пурне те хыçа хăварса финиша пĕрремĕш çитрĕç.

Районта кире пуканĕ йăтассипе кăсăкланакансем нумаййине те палăртма кăмăллă. "Чирлекенсем" хушшинче те спортăн çак тĕсне юратакансем чылай. Çакă уявра уйрăмах сисĕнет. Тĕрлĕ виçе категорийĕнче К. Елагин, Ю. Чиркин, А. Краснова, Т. Правитель (пурте Сăкăтран), М. Пустынин (Шăмăршă), С. Кушников, (Сăкăт), Н. Хромова (Патăрьел), И. Махмутов (Хирти Пикшик) çĕнтерỹçĕсен ретне тăчĕç.

Ял ачисем мĕн пĕчĕкрен ĕçпе пиçĕхсе ỹсеççĕ, çакă та вĕсене йывăр атлетикăпа туслашма хавхалантарать. 42 килограмлисем, 50 килограма çитменнисем тата ытлараххисем, 70 килограмлисем хушшинче йĕркеленĕ ăмăртура Алманчăсене çитекенсем пулмарĕç: А. Каруев, П. Быков, М. Быков, А. Павлов палăрчĕç.

 Каччăсемпе пĕрлех хĕрсене те йывăр атлетикăра куратпăр. Вĕсем те хăйсен вăйĕсене тĕрĕслерĕç. А. Иванова, С. Лукиянова чи маттуррисем пулчĕç.

 Алă вăйне виçнĕ çĕрте И. Ишмуратов (Шăнкăртам), Ш. Вахитов (Ыхра Çырми), М. Мазитов (Патăрьел), М. Цветкова (Елчĕк районĕ), И. Хафизова (Тутар Сăкăт), Р. Халитова (Шăнкăртам), А. Яковлева (Патăрьел) хăйсен ăсталăхне туллин кăтартрĕç.

Ирĕклĕ майпа кĕрешекенсенчен абсолютлă паттăра така парса хăвхалантараççĕ. Кăçал кама тивĕçĕ? Çак ыйту çулленех нумайăшне кăсăклантарать. Кĕрешỹ мачĕ çине нумайăн тухрĕç, анчах çĕнтерỹçĕ ятне кашнийĕ илеймест çав. Кунта çак спорт тĕсĕн ăсталăхне, мелне пĕлни те кирлĕ. Р. Садаровăн вĕсем çителĕклех, çавна май кăçал та вăл сумлă парнеллĕ пулчĕ. Çавăн пекех Ринас чăваш кĕрешĕвĕпе те такана тивĕçрĕ. "Корэш" мелĕпе çамрăксем хушшинче Хирти Пикшикри И. Махмутова çитекен пулмарĕ.

Акатуй- Сабантуйра спортăн çĕнĕ тĕсĕсем те вăй илсе пыраççĕ. Кăçал та мас-рестлингпа кăсăклакансем алă вăйне тĕрĕслерĕç. Р. Вахитов (Шăнкăртам), А. Хисамутдинов, А. Гафаров (Тутар Сăкăт), М. Сундулов (Патăрьел), И. Субханкуллов, Д. Абитова, И. Алеева, Г. Алеева пьедесталăн çỹлти картлаçĕ çине тăчĕç.

 Волейбол вăййине кăмăллакансем те "Хĕвеллĕ" уçланкăра тупăшрĕç. Кăçал тăватă команда хутшăнчĕ: "МастерÇ", "Кивĕ Ахпỹрт", "Патăрьел", "Сител". Вăйă питĕ хĕрỹ иртрĕ. Чи нумай очко пухса Кивĕ Ахпỹртсем çĕнтерчĕç.

 Шашкăлла вылякансенчен Н. Федоров (Патăрьел) ăсталăхпа палăрчĕ.

Кăнтăрла иртсен халăх ипподром патнелле ута пуçларĕ. Лашапа ăмăртакансене курма кашнийĕ лайăхрах вырăн йышăнма васкарĕ. Тупăшăва 14 ут хутшăнчĕ, пурĕ 7 чупу пулчĕ. Канаш районĕнчен килнĕ Е. Матьянов "Челендж" урхамахĕпе пĕрремĕш тухса чи хаклă приза - лаша - çĕнсе илчĕ. Шăнкăртамри И. Хамбиков тытса пыракан "Кофеин" учĕпе иккĕмĕш, Ф. Земдиханов "Помпейпа" виççĕмĕш тухрĕç.  

Шухăш

Дмитрий КОМБАРОВЕвропа тата тĕнче чемпионачĕсен участникĕ, Мускаври "Спартак" командăн футболисчĕ:

- Патăрьел районĕнчи Акатуй-Сабантуй мана питĕ килĕшрĕ. Кунта пурăнакансем ĕçлеме те, савăнма та пĕлеççĕ, çавăн пекех спортра та маттур. Çыннисем те ăшă кăмăллă, тарават. Хăнана чĕнсессĕн малашне те йыхрава хапăл тăватăп, Патăрьелсемпе савăнăçа пайлама хирĕçлеместĕп.

О. ПАВЛОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика