Аслă Патăрьел районĕ те çуралнă

Категория: Публикации Опубликовано: 02.09.2022, 14:38 Просмотров: 885

l ВЦИК Президиумĕ 1927 çулхи сентябрĕн 5-мĕшĕнче "Чăваш АССР-ĕнче районсем йĕркелесси çинчен" постановлени кăларнă. Унпа килĕшỹллĕн 17 район туса хунă, вăл шутра Аслă Патăрьел районĕ те çуралнă.

l Чёваш АССР-.н ЦИК Президиум. 1929 çулхи августăн 29-мĕшĕнче тутар наци районĕ - Шăнкăртам районĕ _ туса хума йышăннă. Унта Патăрьел, Йĕпреç, Кĕçĕн Елчĕк, Шăмăршă районĕсенчи тутар ялĕсем кĕнĕ. Постановлени 1929 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнче вăя кĕнĕ.

l Чăваш АССР-ĕн ЦИК Президиумĕ 1939 çулхи январĕн 9-мĕшĕнчи постановленипе килĕшỹллĕн республика территорийĕнче çĕнĕ 7 район йĕркеленĕ. Вăл шутра Турхан районĕ туса хунă. Кунта Аслă Патăрьел, Улатăр, Йĕпреç районĕсенчи хăш-пĕр ялсем кĕнĕ.

lЧăваш АССР-ĕн ЦИК Президиумĕ 1935 çулхи май уйăхĕн 19-мĕшĕнче Аслă Патăрьел районне Патăрьел районĕ ятпа ылмаштарнă.

l РСФСР Верховнăй Совечĕн Президи-

умĕн 1939 çулхи февралĕн 22-мĕшĕнче йышăннă "Чăваш Республикинчи Патăрьел тата Шăнкăртам районĕсенчи чикке улшăнусем кĕртесси çинчен" указĕпе килĕшỹллĕн икĕ района пĕтерсе Чкаловски районĕ туса хунă, Шăнкăртам ялне Чкаловски ят панă.

l Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн Пре-

зидиумĕн 1939 çулхи мартăн 7-мĕшĕнчи постановленийĕпе килĕшỹллĕн Турхан район центрне Аслă Арапуçне куçарнă, Первомайски районĕ туса хунă.

l Чăваш АССР-ĕн Верховнăй Совечĕн 1944 çулхи январĕн 18-мĕшĕнчи постановленипе килĕшỹллĕн район центрне Чкаловскинчен Патăрьелне куçарнă, 1957 çулхи ноябрĕн 20-мĕшĕнчи постановленипе Чкаловски районне Патăрьел районĕ ятпа ылмаштарнă.

l Чăваш АССР-ĕн Верховнăй Совечĕн Президиумĕн 1959 çулхи июлĕн 14-мĕшĕнчи постановленипе килĕшỹллĕн республикăри 5 района пĕтернĕ, вăл шутра Первомайски районне те. Кунти ялсем малашне Патăрьел районне кĕме тытăннă.

(Административлă территорисене пайласси справочникпе (Шупашкар, 1981çул) усă курса

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика