Савăнăçлăн янăрарĕ шăнкăрав

Категория: Публикации Опубликовано: 02.09.2022, 14:39 Просмотров: 848

Сентябрĕн 1-мĕшĕнче çĕршыври мĕн пур шкулти пекех Юхмапа Пăла тăрăхĕн пĕлỹ çурчĕсенче те пĕрремĕш шăнкăрав янăрарĕ. Пĕлỹ кунĕ ячĕпе йĕркеленĕ уяв линейкисем ялав çĕкленинчен тата Раççей Гимнне юрланинчен пуçланчĕç.

Çак кун районти 4180 ача парта хушшине ларчĕ. Вăл шутран 378 вĕренекен пуçласа шкул алăкĕсене уçрĕ. Вĕсем вĕренỹ çурчĕпе, çĕнĕ юлташсемпе, вĕрентекенпе паллашрĕç. 9-11 класенче вĕренекенсем финанс пĕлỹлĕхĕн урокне кĕчĕç. Вĕсене район администрацийĕн финанс пайĕн, банк, налук системисен, шалти ĕçсен пайĕн ĕçченĕсем ирттерчĕç. Малашлăхра финанс пĕлĕвне ачасем математика, обществознани, географи урокĕсенче те илĕç.

 (Хамăр корр.)

 Хаклав

Гельсирен АБЕЙДУЛЛОВА, Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкул директорĕ:

- Ĕнер çĕнĕ вĕренỹ çулĕн пĕрремĕш шăнкăравĕ янăрарĕ. Кăмăллă кăçал шкула кĕме. "Вĕрентỹ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн 2020 çулта пирĕн шкулта 120 вырăнлăх хушма çурт тума пикеннĕччĕ. Ăна хута ярсассăн 6 класс валли тата хушма пĕлỹ илмелли кабинетсем уçăлчĕç. Ял варринче ку чухнехи спорт площадки ĕçе кĕчĕ. 1976 çулта тунă шкул çуртне пĕлтĕр юсаса çĕнетрĕç. Кăшкарĕ çеç хăйĕн юлчĕ. Вĕрентекенсем валли те, вĕренекенсем валли те хăтлă условисем пулчĕç. Аслисен тăрăшулăхне çĕре ỹкермĕпĕр. 2022 çулта Республика Пуçлăхĕн 200 пинлĕх грантне те тивĕçнĕччĕ. Малашне те хамăрăн тĕп ĕçе тивĕçлипе туса пыма тăрăшăпăр.

Николай АФАНАСЬЕВ, Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ:

- Пирĕн шкул тĕнче шайне ăста спортсменсем хатĕрлесе кăларас енĕпе "мастерской" тесен те тĕрĕс пулĕ. Çакна иртнĕ эрнере пулнă Раççей тава тивĕçлĕ спорт мастерĕн, икĕ хутчен тĕнче чемпионкин Ирина Калентьеван парнисене çĕнсе илессишĕн Пĕтĕм Раççейри ăмăртăвне йĕркелени те çирĕплетет.

Тĕрлĕ олимпиада призерĕсем те сахал мар пирĕн. "Вĕрентỹ" наци проектне пурнăçа кĕртес ĕçре "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин пулăшăвне туятпăрах. Пирĕн шкула 2023-2025 çулсенче тĕпрен юсамашкăн программăна кĕртни те кăмăллă.

Наталия АНДРЕЕВА, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул директорĕ:

 - Пуçласа шкула килекенсен кăçал 5 класс пулать. Хушма вĕренỹ çурчĕ туни икĕ сменăпа пĕлỹ парассинчен хăтарчĕ. Патшалăх ачасен вĕренĕвне нумай тимлĕх уйăрать.

Кăçалтан эрнере пилĕк кун вĕренесси çине куçма хатĕрленетпĕр. Ачасен ашшĕ-амăшĕ çакна ыйтать. Шăматкун кружоксене, секцисене çỹреме, шкул тулашĕнчи ĕçсене явăçма, конкурссемпе олимпиадăсене хатĕрленме майсем пулĕç.

Кашни тунтикунах "Кирли çинчен калаçу" сехечĕсем иртмелле. Вĕсенче ачасене мĕн интереслентерет çавăн çинчен сăмах пулĕ.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика