"Атăл" çар батальонĕн салтакĕсене ял ипотекине 0,1 процентпа парĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 09.09.2022, 13:33 Просмотров: 592

 Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн хушăвĕпе Министрсен Кабинечĕ ятарлă йышăну проектне хатĕрленĕ. Çакăн пек майпа ял ипотекине 0,1 процентпа ял тăрăхĕнче ĕçлекен çамрăк специалистсем тата "Атăл" çар батальонĕн салтакĕсем тивĕçме пултараççĕ. Вăрман ĕçченĕсемшĕн процент калăпăшĕ 0,5 процент пулĕ. Ыттисене вара ял ипотекине 3 процентпа параççĕ. Кун пирки Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов тата Раççей ял хуçалăх банкĕн Чăваш Енри филиалĕн директорĕ Ирина Письменская тỹрĕ эфирта каласа панă. Чылайăшĕ банкран укçа илсе ял тăрăхĕнче ниме мелĕпе çурт çавăрма шутлать. Анчах та ял ипотекипе пỹрт тума подряд организацийĕпе килĕшỹ çирĕплетсен çеç укçа параççĕ. Ку енĕпе федераци программине нимĕнле улшăну та кĕртеймĕн. Сергей Артамонов министр районсен администрацийĕсене нумай ачаллă çемьесем валли çĕр лаптăкĕсем хатĕрленĕ чух ытларах ял çывăхĕнчи çĕрсене усă курма, çĕнĕ урамсем йĕркелеме ыйтнă.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика