Кĕркуннене коронавирусран хỹтĕленсех ирттерер

Категория: Публикации Опубликовано: 20.09.2022, 08:48 Просмотров: 336

ТАВРАЛĂХ кĕр еннелле куçса пыни кашни кунах сисĕнет. Йывăçсем симĕс тумне улăштарса пыраççĕ, уй-хир пушанать, хуралать, çанталăк та сулхăнлатас енне сулăнчĕ. Вăхăтлăха "асаннен çу кунĕсене" шантараççĕ пулин те шăрăх та хĕвеллĕ кунсем хыçа юлни куçкĕрет. Организаци-учреждени çурчĕсене хутса ăшăтмалли тапхăр та пуçланса пырать.

Сăмах май каласан, çулсеренех çанталăк улшăннă вăхăтра ачасем те, аслисем те ОРВИпе, гриппа чирлеççĕ. Халĕ тата коронавирус аптратма пултарни сехĕрлентерет. Çавăнпа та аса илтеретпĕр, усал амакран хỹтĕленес тĕллевпе вакцина яртарса хỹтĕленес текенсене районти тĕп больницăра çеç мар, кашни медицина учрежденийĕнчех йышăнаççĕ. Çак тĕллевпе мобильлĕ бригадăсем те вырăна тухса çỹреççĕ. Урăхла каласан, чир серепине çакланас мар тесен укол тутарни шанчăклăрах.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика