Пахча тулли кавăн, чун-чĕререн савăн

Категория: Публикации Опубликовано: 20.09.2022, 08:51 Просмотров: 331

ЯЛТИ çĕр хуçисем хальхи вăхăтра хушма хуçалăхра темĕн тĕрлĕ культура та акса-лартса çитĕнтерме хăнăхса пыраççĕ. Темиçе çул каялла çеç пахчасенче арбуз, дыня, виноград, абрикос е кăнтăрта çеç çитĕнекен ытти çимĕçе курма çукчĕ. Паян вĕсене Патăрьел çĕрĕ çинчех çитĕнтерекенсем те сахал мар. Сăмах май каласан, вĕсем пирĕн тăрăхра та пулса ĕлкĕреççĕ, сĕтеклĕ те, пылак та. Юлашки çулсенче çынсем анкарти тулли кавăн çитĕнтернине те сăнама пулать. Пысăк çыннăн ытамне те вырнаçайман кавăн кăçал та ăнса пулнине калаççĕ. Именкассинчи Мевлет Зейнетдинов пахчинче çитĕннĕ çимĕçсем те пĕри-пĕри 40 килограмм ытла таяççĕ! Хăшĕ-пĕри ăна выльăх апачĕ вырăнне усă курать, теприсем ытлашши çимĕçе сутаççĕ. Кирек мĕнле пулсан та çитĕнтернĕ пахча çимĕçпе тухăçлă усă курни паха.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика