Пĕр ыйту та хуравсăр юлмĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 30.09.2022, 11:48 Просмотров: 69

Тулли мар мобилизаципе çыхăннă ĕçсем пирĕн республикăра планпа килĕшỹллĕн пурнăçланса пыраççĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев çынсене ку енĕпе пур ыйтупа та тулли информаци çитерме хушнă. Тулли мар мобилизаципе çыхăннă ыйтусене 122 телефонпа йышăнаççĕ. "Хĕрỹ лини" талăкĕпех ĕçлет. Ыйтусене 17 оператор йышăнать. Кунсăр пуçне Чăваш Енре тата help21.ru ресурс туса хунă, унта мобилизаципе çыхăннă час-часах тĕл пулакан ыйту хуравĕсене пухнă. Çавăн пекех ЧР Цифра министерстви хута янă @chuvash122-bot чат-ботра та темиçе çеккунтрах хурав тупма пулать.

 Мобилизацие лекнисене тата "Атăл" çар батальонĕнчи салтаксене тумтирпе тата тĕрлĕ хатĕр-хĕтĕрпе тивĕçтерме пулăшас тĕллевпе "ПĔРЛЕ" фондра ятарлă счет уçнă. Унта пур кăмăл тăвакан укçа-тенкĕ куçарма пултарать

Сăмах май, саккунлă сăлтавсăр çар службине кайма килĕшменнисене вара явап тыттарĕç.

И. АЛЕКСЕЕВ

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика