Волонтерсем хăйсен ăсталăхне кăтартнă

Категория: Публикации Опубликовано: 16.12.2022, 12:00 Просмотров: 511

Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулта район шайĕнчи "Волонтерсен чи лайăх отрячĕ - 2022" конкурс иртнĕ. Мероприятие вырăнти вĕренекенсем уçнă. Тупăшăва вĕренỹ учрежденийĕсене çỹрекен 14-18 çулсенчи ачасенчен йĕркеленĕ 11 отряд хутшăннă. Вĕсем хăйсен ăсталăхне тĕрлĕ енлĕ кăтартнă.

Портфолио пурин те пуян пулнă. Вĕсенче 2022 çулхи ĕç-хĕл çуталнă. "Эпĕ - Раççей гражданинĕ" музыка конкурсĕнче çĕршыври культура еткерлĕхĕн, Чăваш Енри Мухтавлă ентешсен çулталăкне халалланă юрăсем пулнă.

Ачасем ушкăнпа килĕштерсе ĕçе хутшăннине, тĕнчене ырă, илем кỹнине, çынсене пулăшма май тупнине кăтартнă. "Волонтерсен чи лайăх отрячĕ - 2022" ята Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулти "Шанăç" команда тивĕçнĕ. Хирти Пикшикри вăтам шкулти "Тимлĕх", Пăлапуç Пашьелĕнчи "Ырă чĕресем", "Турханти вăтам шкулти "Айтăр-ха, пĕрле" отрядсем иккĕмĕш вырăна тухнă. Виççĕмĕш вырăна Шăнкăртамри Э.Феизов профессор ячĕллĕ шкулти "Çутă пайăркисем" тата Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулти "Ырă кỹрекенсем" пайланă.

"Портфолио" номинацире Турханти отряд пĕрремĕш, Нăрваш Шăхалĕнчи тата Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти ушкăнсем иккĕмĕш, Пăлапуç Пашьелĕнчи, Тутар Сăкăтĕнчи, Туçари вăтам шкулсенчи отрядсем виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.

Жюри членĕсем ачасем конкурса тăрăшса хатĕр- леннине палăртнă.

А. ИВАНОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика