Асамлă чăрăш хака та ларма пултарать

Категория: Публикации Опубликовано: 20.12.2022, 13:41 Просмотров: 359

 ÇĔНĔ ÇУЛ уявĕнче кашниех ырă та çутă шухăшсене пурнăçа кĕртме ĕмĕтленет. Вăл вара уяв паллисĕр иртмест. Урай варринче ларакан симĕс "пике" сирĕн кăмăла ан хуçтăр тесен ăна йĕркене пăсмасăр туянмалла.

Шел пулин те, вăрманта ỹсекен асамлă чăрăша сĕмсĕррĕн касса каякансем, сăтăр тăвакансем те тупăнаççĕ. Ку тĕлĕшпе ытти çулсенчи пекех кăçал та вăрттăн-хĕрт- тĕн йăкăртас текенсене сыхлас тĕлĕшпе талăкĕпех дежурство йĕркелеççĕ. Енчен те вĕсене йĕрке хуралĕн сотрудникĕсем тытсан пуçран шăлмĕç. Ун пек чухне РФ КоАПăн 8.28 статйипе килĕшỹллĕн граждансене 3-4 пин, должноçри çынсене 20-40, юридика пĕлтерĕшлисене 200-300 пин тенкĕ штраф параççĕ. Сăтăрçă вăрмана кỹнĕ тăкакĕ пилĕк пин тенкĕрен иртсен вара айăпа кĕрекене 2 çуллăха ирĕкрен хăтарма тата 200 пин тенкĕ таран штраф пама пултараççĕ. Çакă ушкăнпа тунă ĕç пулсан саккунĕ тата кăрарах. Урăхла каласан, Çĕнĕ çул умĕнхи асамлă чăрăш кашни çемьене телейпе савăнăç çеç илсе килтĕр тесен ăна ятарласа сутакан вырăнтан çеç туянмалла.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика