Сырăш - "çунатлă туссене" пулăш

Категория: Публикации Опубликовано: 27.12.2022, 18:41 Просмотров: 170

ШАП-ШУРĂ шупăрпа витĕннĕ хĕл кăпăшка юрпа е пите-куçа чĕпĕтекен сивĕпе те хăйне евĕр илемлĕ. Çакă çеç те мар. Йывăçсем çинче ачасемпе аслисем ăсталанă сырăшсем пулни тата ытларах кăмăла уçать. Унта пирĕн пата хĕл каçма юлнă "çунатлă туссем" апатланма, çав вăхăтрах хăйсемпе савăнтарма та пултарĕç. Ытти çулсенче Ыхра Çырминчи, Туçари вăтам тата ытти шкулсем те ачасемпе пĕрле кайăксене апатланмалли сырăшсем, шăнкăрч вĕллисем тăвассипе ырă тĕслĕх кăтартатчĕç. Шкул ачисене çывхарса килекен хĕллехи каникул пархатарлă ĕçе пуçăнма чи меллĕ вăхăт.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика