Спорт сывлăха çеç мар, туслăха та çирĕплетет

Категория: Публикации Опубликовано: 11.01.2023, 16:28 Просмотров: 521

Çĕнĕ çул уявĕсем кăçал та спорт мероприятийĕсемпе пуян пулчĕç. Яланхи пекех Сăкăтсем хăйсен ентешĕсене, тухтăр пулса ĕçленĕ Николай Елкинпа Алексей Казачкова асăнса волейбол тата хоккей турнирĕсем йĕркеленĕ.

Нăрваш Шăхалĕнче  Мулендеевсен çемйи пуçарăвĕпе  мини-футбол турнирĕ иртнĕ тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕн Василий Бородкинăн парнисене çĕнсе илессишĕн волейболистсем кăçалхипе 30-мĕш хут тупăшнă.

Митта Ваçлейĕ ячĕллĕ Первомайскинчи вăтам шкулти хоккей лапамĕнче сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансем пите чĕпĕтекен сивĕсене пăхмасăр коньки сырса пăр çине тухнă, Аслă Арапуç 500 çул тултарнине халалласа хоккейла выляссипе турнир йĕркеленĕ.

Треньелсем ырă йăлана малалла тăсса Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенне Александр Краснова асăнса мини-футболла вылянă. Ҫавăн пекех «Паттăр» ФСКпа ачасемпе çамрăксен спортшкулĕ те мини-футбол турнирĕ ирттернĕ.

Тутар Сăкăтĕнче вăтам шкул спортзалĕнче Рамис Козлова асăнса волейбол турнирĕ йĕркеленĕ.

Кашни спорт мероприятийĕнчех мала тухнисене дипломсемпе, медальсемпе тата парнесемпе чысланă.

А. Иванов.

 

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика