Юхмапа Пăла тăрăхĕнче - Феодор епископ

Категория: Публикации Опубликовано: 13.01.2023, 10:50 Просмотров: 460

Январĕн 11-мĕшĕнче Улатăрпа Пăрачкав епископĕ Феодор Христос çуралнă ячĕллĕ Первомайски чиркĕвĕнче пулчĕ, ирхи кĕлĕ ирттерчĕ.

Унпа пĕрлех службăра Улатăрпа Пăрачкав епархийĕн III округ благочиннăйĕ, çветтуй Троица ячĕллĕ Туçа чиркĕвĕн настоятелĕ Николай Марков протоиерей, Первомайскинчи чиркỹ настоятелĕ Сергий Пегасов протоиерей, округри пачăшкăсем пулчĕç.

Владыка Юхмапа Пăла тăрăхĕнче ирттернĕ Çĕнĕ çулхи пĕрремĕш кĕлле Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Первомайски территори пайĕн начальникĕ А. Сорокин, Патăрьел муниципалитет округĕн депутачĕсем В. Федоров, П. Ларев, А. Иванов хутшăнчĕç. Çавăн пекех тĕл пулу вăхăтĕнче вĕсем тĕн пĕрлешĕвĕсемпе килĕштерсе ĕçлес, храмсемпе часовньăсене юсас ыйтусене те сỹтсе яврĕç.

Кĕлĕ хыççăн Владыка пурне те Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсемпе саламларĕ, пурне те тăнăç пурнăç, сывлăх сунчĕ, пил пачĕ.

А. ЕГОРОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика