Курава Фетхи Бурнаш поэта халалланă

Категория: Публикации Опубликовано: 17.01.2023, 10:37 Просмотров: 371

ПАТĂРЬЕЛĔНЧИ централизациленĕ библиотека системинчи вулав залĕнче йĕркелекен мероприятисем яланах тĕрлĕ енлĕ. Хальхинче "чун апачĕн" хуçисем Хирти Пикшикре çуралса ỹснĕ тутарсен паллă поэчĕ, драматургĕ, писателĕ Фетхи Бурнаш çуралнăранпа 125 çул çитнине халалласа "Тутар драматургийĕн çутă чечекĕ" ятпа искусство сехечĕ ирттернĕ. Кунтах вулакансем ентешĕмĕрĕн хăш-пĕр кĕнекипе те паллашма пултарнă.

Фетхи Бурнаш - драма тата лирика произведенийĕсен авторĕ. Литература каçалăкĕнче вăл 1914 çултанпа хăйĕн йĕрне хăварнă. Драматург 20 ытла пьеса çырнă. Малтанхи ĕçĕсенчен пĕрисем - "Çухалса кайнă хĕр" ("Заблудившаяся девушка") тата "Çамрăк чĕресем" ("Молодые сердца") трагедипе драма.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика