Регистраци уйрăмĕ пĕлтĕрхи ĕçе пĕтĕмлетнĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 24.01.2023, 11:55 Просмотров: 251

РФ ШĔМĕн муниципалитетсен Патăрьелĕнчи пайĕн регистраципе экзамен тытмалли уйрăмĕ иртнĕ çулхи ĕçне пĕтĕмлетнĕ. Унăн начальникĕ Николай Сугутский хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, 2022 çулта мĕн пурĕ 4152 транспорт хатĕрне регистрациленĕ, 2956 техникăна çĕнĕрен регистрациленĕ, 2202-не шутран кăларнă, çав вăхăтрах 1151-шне шута илнĕ. Отчетлă тапхăрта срокĕ тухнипе е документа çухатнипе водительсене çула тухма ирĕк паракан 1159 удостоверени панă. Вĕсенчен 305-шне МФЦ урлă. Пĕлтĕр граждансенчен электронлă майпа 6725 ыйту (виçĕмçул 8079) кĕнĕ.

Çакна та палăртса хăвармалла. Патăрьелĕнчи регистраципе экзамен тытмалли уйрăм таврашĕнче 9 вĕренỹ заведенийĕ. Вĕсем пурте водительсене транспорт хатĕрĕпе çỹреме хатĕрлеççĕ.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика