Пурнăç тĕревĕ - шанăçпа юратура

Категория: Публикации Опубликовано: 10.02.2023, 11:16 Просмотров: 425

Алманчăра пурăнакан Лидия Петровнăпа Александр Федорович Горбуновсем пĕрле пурăнма пуçланăранпа 50 çул çитнине паллă турĕç.

Лидия Петровна Елчĕк районĕнчи Энтепе ялĕнче çуралнă. Малтанах шкулта ĕçленĕ. Унтан Шупашкарти ача садне куçнă. Çемьеллĕ пурнăç вара ăна мăшăрĕн ялне илсе çитернĕ. Вăл 30 çул Алманчăри вăтам шкулта аслă пионервожатăй пулса ĕçленĕ.

Александр Федорович анлă профильлĕ тракторист-машинист. Салтака кайичченех вăл "хурçă утпа" çỹренĕ. Унтан таврăнсан та трактортан уйрăлман. Çĕрпỹри ял хуçалăх техникумĕнчен техник-механик специальноçне илсе тухнă. Тăрăшуллă ĕç унăн ят-сумне тата ỹстернĕ. Ял хуçалăх çитĕнĕвĕсен выставкине хутшăнса вăл пăхăр медале те тивĕçнĕ.

Ĕçленĕ вăхăтри кунсене Лидия Петровна та ăшшăн аса илет. Педагогика коллективĕ туслă, пуçаруллă пулнă вĕсен. Мăшăрĕн ăшпиллĕ асаилĕвĕ Александр Федоровича та Ленин ячĕллĕ колхозра хĕрỹллĕ ĕç мĕнле пынине куç умне кăларса тăратма май парать. Хуçалăх производствинче вăл 40 çул ытла вăй хунă.

Тăрăшуллă та ĕçчен мăшăр Горбуновсем. Александр Федорович Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ. Лидия Петровна Раççей Федерацийĕн вĕрентỹ министерствин, Чăваш Республикин Верховнăй Канашĕн Президиумĕн Хисеп грамотисене тата ыттисене тивĕçнĕ. Чи сумли вара икĕ хĕрпе ывăлне йĕркеллĕ пăхса ỹстерни. Марианна ялти вăтам шкулта ĕçлет. Директор. Алла Шупашкарти пĕр кадет шкулĕн преподавателĕ. Эдуард шалти ĕçсен министерствин структуринче тăрăшать.

7 мăнук савăнтарать Горбуновсене. Аслашшĕпе асламăшĕ, кукашшĕпе кукамăшĕ ырă кăмăллă, тарават. Мĕн ĕмĕтленнине пурнăçа кĕртсе пыраççĕ. Йывăрлăхсене пĕрле çĕнтерет мăшăр.

50 çул пĕрле пурăнакансем пур-ха, анчах кашнийĕ Горбуновсем пек пĕр сăмахра мар. Пурнăç çулĕ чечекпе витĕнмен вĕсен. Пур чухне те чăтăмлă пулни, пĕр-пĕрне ăнланма пĕлни хавхалантарнă. Çỹçĕсем кăштах кĕмĕлленĕ, пичĕсем пĕркеленнĕ пулсан та пуçа усмаççĕ. Ял çинче ырă ятлă вĕсем.

Çур ĕмĕр килĕштерсе пурăннин вăрттăнлăхне пĕр-пĕрне хисепленинче кураççĕ. 50 çул сахал мар. Çавах та хăвăрт иртнĕ. Ăшă асаилỹсем асра вара. Шанăçпа юрату вĕсен пурнăçĕнчи тĕрев пулса юлать те.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика