Ĕмĕрĕпе авнă пилĕк, пурнăç лартрĕ икĕ пиллĕк!

Категория: Публикации Опубликовано: 21.02.2023, 18:57 Просмотров: 295

Мĕн ĕлĕкрен çемьере ывăл ача çуралсан çурт-йĕр хуçи пултăр, чиперккене алла илсен тỹррех качча кайма юрăхлă ỹстĕр тенĕ. Ку тĕлĕшпе Красномайскинче пурăнакан Аркадий Викторовичпа Людмила Михайловна Леонтьевсене ашшĕ-амăшĕ çеç мар, Турă та пил панă темелле. 55 çул çỹпçипе хупăлчи евĕр пурăнакан мăшăр пирки ырă та ăшă сăмахсемсĕр пуçне урăхла калама чĕлхе те çаврăнмасть.

 Тăххăрмĕш теçеткене ваклакан А. Леонтьев ку таранччен утса тухнă пурнăçа ỹпкелешсе калаçмасть. Вăл та ялти ытти çемьесем пекех йывăрлăха пĕрле пайланă. Ашшĕне пачах ас тумасть. Вăрçа кайнă чухне Аркадий 2 çулта юлнă. Фронтран усал хыпар килни вара ачан пуçĕнче паян та упранать. Аппăшĕсем ăна тỹрех амăшне пĕлтермен, çырăва пытарса та усранă-мĕн... Анчах анне чĕри сисĕмлĕ, вăрçă хирĕнчен килекен хыпар-хăнар татăлнăран ăна хăех чухласа илнĕ. Гена пиччĕшĕ те ашшĕ пекех фронтран таврăнайман.

 - Вăрçă суранĕ аннен мĕн виличчен те пирчеймерĕ. Яланах такама кĕтетчĕ, темĕне шанатчĕ... Пĕччен пулсан та пире пурнăçра тĕрĕс çул çине тăма пулăшрĕ, ĕçе юратма вĕрентрĕ,- аса илет Аркадий Викторович.

 Амăшне пулăшас тĕллевпех вăл шкултан вĕренсе тухнă хыççăнах бригадăна ĕçе тухнă, каярахпа скотнике вырнаçнă. Çартан килнĕ хыççăн вара хул-çурăмĕпе тĕрекленнĕ каччăна пĕр-икĕ уйăхранах виçĕ яла (Алманчă, Кзыл Чишма, Красномайск) пĕрлештерсе тăракан "Ленинец" колхозра ГАЗ-51 груз турттаракан автомашина шанса панă. Удобрени, тислĕк, кирпĕч тата ытти строительство материалĕсем турттарнă. Пĕр вăхăтра хуçалăх питĕ аталаннă вăхăтра Казахстанран утă тиесе килнĕ. Ял çыннисем хăйсемех унта кайса хатĕрленĕ.

Аркадий Викторович автомашина рулĕ умĕнче 43 çул пулнă. Çак тапхăрта вăл Хисеп грамотисемпе Тав хучĕсене, чылай парнене тивĕçнисĕр, ăмăртура кăтартуллисен йышĕнче пулнисĕр пуçне нимĕнле усал ĕç, айăплав та туман. Ĕçтешсем, ял-йыш хушшинче яланах хисеплĕ пулнă.

 Паян вара Леонтьевсем суйласа илнĕ çула Леньăпа Витя ывăлĕсем, Роза хĕрĕ хăйсен çемйипе, ачисемпе, мăнукĕсемпе такăрлатаççĕ. Вĕсем пурте вĕренсе аслă çул çине тухнă, вырăнта ĕçлеççĕ. Леонид ывăлĕпе Елена кинĕ ашшĕ-амăшĕпе пĕрле тĕпленнĕ, тĕреклĕ те хăтлă хуçалăхра шăкăл-шăкăл калаçса, килĕштерсе пурăнаççĕ.

- Çамрăклах, 18 çултах кин пулса килтĕм çак хисеплĕ çемьене. Ун чухне пăянамсăр пуçне килте качча кайман икĕ аппăшĕпе пĕрле пурăнаттăмăр. Нихăçан та пĕр-пĕрне сивĕ сăмах каласа курман. Каярахпа уйрăлса тухса паянхи вырăнта çурт лартрăмăр, майĕпен хуçалăха тĕреклетсе пытăмăр. Ачасем те ỹссе çитсе хăйсем йăва çавăрчĕç. Халĕ, акă хамăр та 33 çул кинпе, ывăлпа пурăнатпăр. Мухтав Турра, ку таранччен килти "çỹп-çапа" урама кăларман. Мăшăрăмпа 55 çул пурăнса та кỹрентермелли сăмах илтмен. Ĕçлĕхлĕ те сăпайлă, маттур арçынпа ĕмĕр иртнине те сисмерĕм...- хавхаланса калаçрĕ Людмила Михайловна ĕç ветеранĕ.

- Пирĕн çемье хаçат-журналпа питĕ туслă. Пăятампа пăянам эпĕ хаçат илсе килессе кĕтсе çеç лараççĕ. "Авангард" хаçата пĕр çул сиктермесĕр çырăнаççĕ, пĕрлешнĕренпех! Апла пулсан райхаçата 55 çул алăран ямаççĕ,-тет почтальонкăра ĕçлекен Елена кинĕ кăмăллăн.

 Килĕшỹллĕ çемьере кил тата илемлĕрех. Ултă мăнукĕпе мăнукĕсен пилĕк пепки аслашшĕпе асламăшне, кукашшĕпе кукамăшне савăнăç çеç парнелеççĕ. Туслă çемье ĕçре те, канура та, уявра та пĕрле. Кунтан ытла мĕнле савăнăç пултăр!

П. КИРГИЗОВ

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика