Ăста педагогсем ĕçлеççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 01.03.2023, 23:29 Просмотров: 672

Педагогикăри çĕнĕлĕхе çул парас, тăрăшуллă учительсен ĕç ăсталăхне анлăн сарас, пĕр-пĕрин ĕç опычĕпе паллаштарас тĕллевпе Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта муниципалитет округĕнчи математикăпа тата информатикăпа вĕрентекенсен ку чухнехи урокĕсене кăтартакан методика фестивалĕ иртнĕ. Ăна Раççей Федераци- йĕнчи Педагог тата наставник çулталăкне халалланă.

Темăна ача патне çитерес тесен халĕ тĕрлĕ мелпе усă курма пулать. Уçă уроксем, класс тулашĕнчи мероприятисем, мастер-классем, пĕрлештернĕ уроксем ирттерни вырăнлă. Кашнийĕшĕнчех пĕр енлĕ ăнлантарса пани интерес çуратмасть. Вĕренекенсене конкурссене, олимпиадăсене явăçтарма пултарни паха. Педагогăн кашни ачана кăткăс предмет патне туртăм çуратма хăнăхтармалла.

Фестивале муниципалитет округĕнчи 10 вĕрентỹ учрежденийĕнчи 12 педагог хутшăннă. Класс тулашĕнчи мероприятисене 3 вĕрентекен ирттернĕ. 4 педагог пĕрлештернĕ урок кăтартнă. 3 вĕрентекенĕн мастер-класĕнче пулнă.

Конкурса явăçнисем пурте хăйсен ăсталăхне туллин кăтартнă. Шкул ачисен вара математикăпа тата информатикăпа пĕлĕвĕсем çирĕп пулни палăрнă.

Фестиваль чылай педагога малашлăхра ĕçлеме хавхалану кĕртнĕ. Халĕ çĕнтерỹçĕсемпе призерсен хăйсен ăсталăхне республика шайĕнче кăтартмалла пулать.

Ю. МУСТАФИНА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика