Çирĕп туслăх тухтăрсене конкурсра çĕнтерме пулăшнă

Категория: Публикации Опубликовано: 21.03.2023, 21:02 Просмотров: 290

ПАТĂРЬЕЛĔНЧИ тĕп больница коллективĕ округра иртекен культура мероприятийĕсене те, спорт ăмăртăвĕсене те тăтăшах хутшăнать. Вĕсен волейбол команди те çулсеренех турнирсенче ыттисемшĕн ырă тĕслĕх кăтартать, йĕлтĕрçисем те команда чысне кар тăрса хỹтĕлеççĕ тата ытти те.

Хальхинче вара шурă халатлисем республика шайĕнче палăрнă. Çак кунсенче иртнĕ "Профсоюз çуркунни" ("Профсоюзная весна") фестивальте вĕсем культура программипе Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи сывлăх сыхлавĕн коллективне хỹтĕлесе "Чи туслă команда" номинацире çĕнтернĕ. Профсоюзсен обществăлла организацине чылай çул ĕнтĕ тĕп больницăри инфекци уйрăмĕн заведующийĕ, нумай нумасть çеç "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тухтăрĕ" хисеплĕ ята тивĕçнĕ Антонина Чернова ертсе пырать.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика