Салтака асра тытса

Категория: Публикации Опубликовано: 21.03.2023, 21:11 Просмотров: 273

 Шăхач ялĕнче çуралса ỹснĕ Александр Тимайкин Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнса пуçне хунăранпа çак кунсенче çулталăк çитрĕ. Асăну каçне ирттерме культура çуртне Сашăн ашшĕпе амăшĕ, Мария аппăшĕ çемйипе, çывăх çыннисем, тус-юлташĕ, вĕренекенсемпе вĕрентекенсем, ял халăхĕ пухăнчĕç.

Саша малтан тăван ялĕнчи шкулта, кайран Аслă Чементи вĕренỹ учрежденийĕнче пĕлỹ пухнă. Ырă кăмăллă, пултаруллă, сăпайлă пулнипе уйрăлса тăнă, лайăх паллăсемпе вĕреннĕ. Спортра çитĕнỹсем тунă, "Зарница" вăйăра хастар пулнă. Шкул хыççăн И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне вĕренме кĕнĕ. 2021 çулта аллине юрист дипломне илнĕ. Çав çулах каччă çар ретне тăнă. Чулхулара контракт çырса службăна малалла тăснă. Украинăри ятарлă çар операцийĕ пуçлансан яшăн çамрăксемпе пĕрле унта кайма тивнĕ. 2022 çулхи мартăн 10-мĕшĕнче 23 çулхи каччă Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн çапăçса паттăррăн пуçне хунă. Раççей Федерацийĕн Президенчĕн хушăвĕпе килĕшỹллĕн Сашăна (вилнĕ хыççăн) Паттăрлăх орденĕ парса чыс тунă. Шăхач ялĕнче тата Аслă Чементи вăтам шкулта ун ячĕпе Асăну хăми тата Паттăр парттине уçнă.

Асăну каçне А.Таганова клуб ертỹçипе С.Убаськина библиотекарь ертсе пычĕç. Тухса калакансем нумайăн пулчĕç. Шăхач территори пайĕн начальникĕ Л.Кутузова Саша Тăван çĕршывшăн хăйĕн пурнăçне шеллеменнине, вăл тата ытти салтаксем пуç хуни кăлăхах пулманнине, çĕнтерỹ пирĕн енче пулассине çирĕплетсех каларĕ.

Аслă Чемен вăтам шкул директорĕ Н.Адитатова, Сашăн пĕрремĕш вĕрентекенĕ В.Мылова, класс ертỹçи Л.Басова, ОБЖ предметне вĕрентнĕ В.Фролов, çак йĕркесен авторĕ тата пĕр класра вĕреннĕ Д.Волкова нумай ырă сăмах каларĕç. Ентеш паттăрлăхĕ умĕнче пуç тайнине палăртрĕç. Аслă Чемен вăтам шкулĕнчи "Овация" театр кружокне çỹрекенсем Д.Разин, С.Игнатьева, И.Сидорова, Д.Павлов, Д.Романова, К.Фролова патриотла сăвăсем вуларĕç, юрларĕç. 8 класра вĕренекен А.Макарова çак йĕркесен авторĕн "Асран тухмĕ нихăçан" сăввине вулани пурне те тыткăнларĕ. Унта Сашăн кун-çулне çырса кăтартнă. П.Волкова А.Тимайкинăн сăн ỹкерчĕкĕсемпе "Встанем" юрăпа хатĕрленĕ видеоролике пурте ура çине тăрса пăхрĕç.

 С.Убаськина "Ан ỹпкелĕр", И.Моисеева "Я ухожу" сăвăсене чуна тивмелле вуларĕç. И.Моисеева "Журавли" юрăпа ташларĕ.

 Надежда КОШЕЛЕВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика