Кивĕ Ахпỹртсем ял кубокне алран вĕçертмерĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 10.05.2023, 20:56 Просмотров: 389

 Кивĕ Ахпỹртре 8-мĕш хут Кивĕ Ахпỹрт ял кубокне çĕнсе илессишĕн тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 78 çул çитнине халалласа апрелĕн 30-мĕшĕнче футбол турнирĕ иртрĕ. Турнира 8 команда - Туçаран, Кивĕ Ахпỹртрен, Вăтаелĕнчен, Çĕнĕ Ахпỹртрен, Татмăшран, Патăрьелĕнчен, Тутар Сăкăтĕнчен тата Комсомольски муниципалитет округĕнчи Тимĕрчкассинчен - хутшăнчĕ.

Спортсменсене саламлама Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Антонов, Туçа территори пайĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алена Мальцева, "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕн директорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Анатолий Афанасьев, "Корма" çĕр ĕç фирми ертỹçи Иван Владимиров тата ытти сумлă хăнасем килсе çитрĕç.

- Турнира хутшăнакансем çуллен ỹссе пынине палăртма кăмăллă. Футбол вăййи пирĕн тăрăхра ăнăçлă аталанса пыма пуçлани, çамрăксем спортпа ытларах та ытларах туслашни чăннипех те савăнтарать. Паян сире ăнăçлă выляма сунатăп, маттурисенчен те маттурисем çĕнтерччĕр, - терĕ Рудольф Васильевич сăмах илнĕ май. Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Антонов тата унăн шăллĕ Василий Антонов Патăрьелĕнчи "БТВ" командăна спорт хатĕрĕсем парса чысларĕç. Çавăн пекех футбол вăййине çуллен ирттерме пулăшакансем, ăна аталантарассишĕн тăрăшакансем те сумлă парнесене тивĕçрĕç.

Çанталăк ăмăр тăнине пăхмасăрах командăсем футболла вылянине пăхса тăма кăмăллă пулчĕ. "Чирлекенсем" вара спортсменсене хавхалантарсах тăчĕç. Турнир каçченех тăсăлчĕ. Кивĕ Ахпỹртсем пĕр-пĕрне ăнланса, тимлесе вылянăран пĕрремĕш вырăна тухса "Корма" çĕр ĕç фирми çĕнтерỹçĕсем валли хатĕрленĕ такана çĕнсе илчĕç, ял кубокне хăйсенчех хăварчĕç. Иккĕмĕшне - Туçасем, виççĕмĕшне Тимĕрчкассинчен килнĕ хăнасем йышăнчĕç.

Ольга ПАВЛОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика