Сусăр ачана коляска туянса панă

Категория: Публикации Опубликовано: 16.05.2023, 21:22 Просмотров: 496

ÇĔР çинче сывлăхран хакли урăх нимĕн те çук. Вăл хавшаман чухне çеç кăмăл та савăк, ĕç те кал-кал пырать. Шел пулин те пирĕн хушăмăрта сусăрсем, ачаранах инвалид коляски çинче ларакансем те пур. Вĕсем пурте пысăк чунлă, мал ĕмĕтлĕ, пурнăç илемĕпе пирĕн пекех киленекен çынсем. Çапах те тепĕр чухне сусăрсене пулăшни, хавхалантарни тем пекех паха. Акă, çак кунсенче çеç общество хастарĕ, РФ ШĔМĕн муниципалитет округĕсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕ çумĕнчи Общество канашĕн председателĕ Светлана Ляллина хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, вăл хăйĕн пуçарăвĕпе ыр кăмăллăх акцине хутшăнса Çĕмĕрле районĕнчи Юманай ялĕнче асламăшĕпе çеç пурăнакан ултă çулхи инвалид арçын ачана (ДЦП па чирлет) куçса, уçăлса çỹреме 75 пин тенкĕ тăракан коляска туянса парнеленĕ. Пархатарлă ĕçе Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи ыр кăмăллă çынсемпе пĕрлех Шăмăршă, Комсомольски, Шупашкар округĕсенчи хастарсем те хапăл тунине пĕлтерчĕ вăл. Тахçанах ĕмĕтленнĕ "техникăшăн" арçын ача та, асламăшĕ те çав тери хĕпĕртенĕ, пурне те тав тунă.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика