Уй-хир тĕрĕслевĕ иртрĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 06.06.2023, 12:04 Просмотров: 546

Çулленех çурхи ĕçсем вĕçленсен Патăрьел муниципалитет округĕнче яваплă тапхăра мĕнле ирттернине пахалама уй-хир тĕрĕслевне ирттереççĕ. Кăçал вăл июнĕн 2-мĕшĕнче пулчĕ. Унта Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов тата унăн çумĕ - экономика, ял хуçалăх тата инвестици ĕç-хĕл пайĕн начальникĕ Виктор Львов, АПК ветеранĕсем, ял хуçалăх предприятийĕсен, фермер хуçалăхĕсен ертỹçисем, хими препарачĕсемпе ĕçлекен "Сингента", "Шанс", "Альфа-Агро" предприятисен представителĕсем хутшăнчĕç. Территори уйрăмĕн пуçлăхĕсем вара вырăнсенче кĕтсе илчĕç.

 Çул çỹрев 200 çухрăма яхăн тăсăлчĕ. Мероприятире кашнийĕ хирсене хăйĕн куçĕпе курса хакларĕ, çавăн пекех пĕр-пĕрин опычĕпе, çĕнĕлĕхсемпе паллашрĕç.

Уй-хир тĕрĕслевĕ пирки тĕплĕнрех çитес номерте паллаштаратпăр.

 Ольга ПАВЛОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика