Асра тытса, хисеп туса

Категория: Публикации Опубликовано: 12.12.2023, 20:52 Просмотров: 259

Тăван çĕршыв Паттăрĕсен кунне "Çар мухтавĕн тата Раççейри паллă кунсем çинчен" калакан федераци саккунне 2007 çулхи февралĕн 28-мĕшĕнче улшăнусем кĕртсе çирĕплетнĕ хыççăн палăртма пуçланă.

Çак уяв патшалăх тата общественность чи пысăк наградăна - Совет Союзĕн, Раççей Федерацийĕн Геройĕ, Мухтав тата Çветтуй Георгий орденĕсене - тивĕçнĕ çынсем патне хисеп уйăрассипе те çыхăннă.

Çавна май Тăван çĕршыв Паттăрĕсен кунĕ умĕн муниципалитет округĕнчи Патăрьел ялĕнчи Мухтав монуменчĕ умне чечексем хунă. Унта муниципалитет округĕнчи депутатсен Пухăвĕн депутачĕсем, территори пайĕсен начальникĕсем, администраци ĕçченĕсем хутшăннă.

Альбина КАПИТОНОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика