Амăшĕн пилне йăмăкĕпе шăллĕсене панă

Категория: Публикации Опубликовано: 12.12.2023, 21:02 Просмотров: 260

Патăрьелĕнчи "Çăлкуç" лавккана çỹрекенсем Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансем валли ыр кăмăлпа хурса хăварнă таварсен курупкине тирпейленĕ май Галина Крысина тата çỹлĕксем çинчи сутăнакан çимĕçсенчен вăрçă хирĕнче хăшĕ ытларах кирлĕ пулма пултарнине шута илсе вырнаçтарса чикрĕ. Пĕрремĕш хут тумасть вăл çакна. Юхмапа Пăлаçи тăрăхĕнчи ăшăлăх паттăрсем патне çиттĕр тесе тăрăшать.

Патăрьелĕнчи Комиссаровсен çемйинче чи асли пулнă Галя. Амăшĕ пурнăçран уйрăлнă чухне 27 çул çеç тултарнă. Пилĕк ачаран кĕçĕнни вара 15 çулта юлнă. Тепри - çар службинче тăнă. Кĕтмен хуйхă йăтăнса аннă пуç çине.

Пурнăçа мĕнле йĕркелесе пымаллине те пĕлмелле мар. Ашшĕ пур-ха. Анчах арçын кăмакара çăкăр-кукăль пĕçереймест, кашни ачи валли ларса алса-чăлха çыхаймасть. Ун валли картишĕнчи выльăх-чĕрлĕхпе пахча ĕçĕ те çителĕклех.

.. - Мăшăрпа Патăрьелĕнчи улма-çырла питомникĕн общежитийĕнче пурăнаттăмăр. Куллен ĕçе утмалла. Ун чухне райпо системине кĕрекен лавккара ĕçлеттĕм. Çĕр варринче тăрса тăван киле кайса çăкăр пĕçереттĕм.Пĕр вăхăтра лавккаран çăкăр илме те хĕсĕкчĕ вĕт,- аса илет Галя. Пурнăç условийĕ хальхи пек пулман. Килсерен япала çумалли автомат ларман. Ирпе каç ĕне сума та утнă. Анне сăмахĕсем хăлхара янăратчĕç: "Йывăр пулсан та чăт хĕрĕм. Аçу сăмахĕнчен ан тух. Çын пулса ỹсĕр. Йăмăкупа шăллусене çирĕппĕн ура çине тăма пулăш".

Ĕçре те çирĕп йĕрке пулнă. Ун чухнехи райпо председателĕ Николай Кошкин ĕçе кая юлакана, суту-илỹ планне пурнăçламан сутуçа хисеплесех кайман. Юрать малтанхи вăхăтра "Сельхозтехника" çумĕнчи куллен кирлĕ таварсем сутакан лавккара ĕçлени чылай çăмăллăх кỹнĕ. Киле апат вăхăтĕнче те, ĕç хыççăн та кайса килме май пулнă. 10 çул пĕр парта хушшинче ларса вĕреннĕ Светлана Аппаковăпа пĕрле суту-илỹ сĕтелĕ умне тăни те йывăрлăхсене çĕнтерме май панă.

Тăрăшулăхне кура чысĕ те пулнă. Професси уявĕсенче Галина Николаевнăна Хисеп хучĕсемпе чысланă. Сăнне Хисеп хăми çине вырнаçтарнă. Пĕринче тата райпо председателĕ Николай Петрович хăй патне чĕннĕ те: "Галина Николаевна, Сăкăтри куллен кирлĕ таварсем сутакан лавккари сутуçă черетлĕ канăва каяймасть. 700 киллĕ яла лавккасăр хăвараймастпăр. Халăха куллен çăкăр кирлех. Улăштарма ыйтатăп",- тенĕ.

Хирĕçлесси çук. Килĕшнĕ. Паян унта ĕçленĕ хушăра пĕр кунтах 7 фляга хамса пулă сутнине каласа парать. Ун çумне çăкăрĕ те сахал мар кайнă çав ĕнтĕ.

Сутуçăсене малалла та ытти ялсенчи черетлĕ канăва улăштарма кайма сĕннĕ. Алманчăра, Турханта ĕçленисене аса илет. Кайран Галина Крысина (мăшăрĕн хушамачĕ) Патăрьелĕнчи "Детский мир" лавккана куçнă. Унта Людмила Сергеевăпа ĕçленĕ. Çак вăхăта пĕр тăван йăмăкĕпе шăллĕсем те çемье çавăрса пынă. Анне ăшши çителĕклĕ тивейменскерсене авалтан пыракан йăла-йĕркене пăхăнсах мăшăрлантарма тăрăшнă аппăшĕпе ашшĕ. Хăти-тăхлачине тĕп килте кĕреке варрине лартсах парне парса ывăл-хĕр çитĕнтерсе панăшăн тав тунă.

Пурте Патăрьелĕнче тĕпленнĕ Комиссаровсен ăрăва малалла тăсаканĕсем. Наташа, Юрий, Женя, Саша уйрăм хуçалăхсемпе пурăнаççĕ. Пушă çĕр лаптăкне е кивĕ вырăна пăсса çурт никĕсĕсене хывма каллех аппăшĕпе йыснăшĕ пулăшнă.

- Тĕп киле юлаканни эпĕ пултăм. Аттепе анне лартнă йывăç çуртчĕ кунта. Хальхи пурнăç условине тивĕçтерейместчĕ. Хушма çурт çĕклес шухăш пурччĕ. Аппа çакна хирĕçлерĕ. Никĕсе тĕпренех çĕнетме хистерĕ. Ушкăн вăйĕпе ĕмĕте пурнăçа кĕртрĕмĕр,- калаçать Саша шăллĕ.

Пĕр тăвансем кирек ăçта та пĕрле. Нимĕнле ĕç те хăратмасть вĕсене. Кĕрекене пĕрле лараççĕ. Пуррине çурмалла пайлаççĕ. Аппăшĕн сăмахĕнчен нихăшĕ те тухмасть. Ăна амăшĕ вырăнне хурса хисеплеççĕ. Вăл тăвакан ĕçсене малалла тытса пыраççĕ.

- Аннепе атте пирĕн кил картинче çулленех йышлă хур усратчĕç. Кĕркунне вара пĕр пайне анне кучченеç пама хатĕрлесе хуратчĕ. "Çынна ырă туни çĕре ỹкмест, каялла таврăнать. Ырă йăлана малалла та тытса пыма тăрăшăр",- тетчĕ. Çакна та асран кăларас килмест,- тет Галя.

 Йышлă ачаллă е йывăр шăпаллă çемьесенчи çитĕнекен ăрăва, Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансене базăри курттăм хакпа атă-пушмак илсе килсе пани те сахал мар пулнă. Вĕсене те малалла та пулăшма хатĕр Галина Николаевна сутуçă. Ĕçре ăна мăшăрĕпе ывăлĕ пулăшса пыраççĕ.

Килте вара кинĕпе Ангелина мăнукĕ кĕтеççĕ.

Альбина АСТРАХАНЦЕВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика