Ырă ĕç салтаксене хĕл сиввине ан туйтартăр

Категория: Публикации Опубликовано: 15.12.2023, 22:51 Просмотров: 238

ДЕКАБРĔН малтанхи кунĕсенчех урамра шартлама çанталăк хуçаланма пуçларĕ. Çакна пăхмасăрах ялсенчи хастарсем Украинăри ятарлă çар операцинчи салтаксем çак сивве ан туйччăр тесе блиндажсемпе окопсенче усă курма çуртасем хатĕрлеççĕ, ăшă чăлха-нуски çыхаççĕ тата ытти те. Çав вăхăтрах Юрий Тинюков ертсе пыракан "Батыревский доброволец" волонтерсен ушкăнне тĕрлĕрен позывнойпа çар пурнăçĕнче уйрăмах кирлĕ япаласемпе пулăшма ыйтнисене пурнăçа кĕртес тесе те кар тăраççĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ кашни рейспах салтаксене маскировка сетки, апат-çимĕç, ăшă тумтир е ытти кирлĕ япала парса яраççĕ. Хăш-пĕр тавара туянма укçа-тенкĕпе пулăшакансем умĕнче те пуç таймалла. Пĕрле чухне çеç çĕнтерĕве туптама пулать. Акă, Патăрьелĕнчи "Сахарок" магазинта уçнă "Корзина добра" ятарлă кĕтес умĕнчен тавар туянма килекенсенчен чылайăшĕ иртсе каймасть, салтаксем валли мĕн те пулин туянса хăваратех.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика