Волонтерсен тĕллевĕ пĕрре - çĕнтерĕве çывхартмалла пĕрле

Категория: Публикации Опубликовано: 01.03.2024, 18:30 Просмотров: 468

ПАТĂРЬЕЛ мунициалитет округĕнчи Юрий Тинюков хастар ертсе пыракан "Батыревский доброволец" волонтерсен ушкăнĕ Украинăри ятарлă çар операцийĕнчи ентеш-салтаксемпе çыхăну тытма, инçе çула кĕскетсе вĕсене гуманитари пулăшăвĕпе тивĕçтерме тăрăшать. Уйрăм çынсем те пĕринчен тепри çĕнтерĕве çывхартма хăйсен тỹпине хываççĕ, вĕсене çар пурнăçĕнче кирлĕ япаласем, апат-çимĕç, ăшă тумтир, хỹтĕлев сеткисем, окоп çуртисем парса яраççĕ. Хальхинче Çĕнĕ Ахпỹртри Алексей Савдеров (автомашинине те вăл тивĕçтернĕ), Кивĕ Ахпỹртри Алик Скворцов, Чăваш Ишекĕнчи Сергей Абужаров волонтерсем ентешсем патне çула тухнă.

Юлашки вăхăтра Туçа территори пайĕнчи Вăтаелсем те çине-çинех çар операцине пулăшу яраççĕ. Сăмах май каласан, çак ялтан пĕр çемьерен иккĕн - Плечовсем - çар операцийĕнче.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика