Юбилей медальне тивĕçнĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 01.03.2024, 18:32 Просмотров: 501

Чăваш Республикин Правительство çуртĕнче республикăри спорт обществин представителĕсене чысланă. Физкультура, спорт сферинче федераци, регион тата муниципалитет органĕсен патшалăх влаçĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнĕ ятпа йĕркеленĕ мероприятие Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев та хутшăннă.

 Палăртма кăмăллă, сумлă пулăма - 100 çула - халалласа кăларнă медале Патăрьел муниципалитет округĕнчи "Паттăр" физкультурăпа спорт шкулĕн директорĕ Анатолий Афанасьев тата Чăваш Республикинчи "Корэш" федерацийĕн президенчĕ Ферид Чабатов та тивĕçнĕ.

 (Хамăр корр.)

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика