Фестиваль иртрĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 01.03.2024, 18:41 Просмотров: 526

Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта йăлана кĕнĕ "Ют чĕлхе урокĕсем" фестиваль иртрĕ. Ăна Раççей Федерацийĕнчи Çемье тата Чăваш Енри экологи культурин тата çут çанталăкпа перекетлĕ усă курмалли çулталăка халалларĕç. Фестивале педагогсем 16 мероприяти тата 20 методика ĕçĕ тăратрĕç. Вĕсем 5 номинаципе тупăшрĕç. "Чи лайăх акăлчан чĕлхи урокĕ" номинацире Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Ф.Югаметова çĕнтерчĕ. "Класс тулашĕнчи чи лайăх мероприяти" номинацире Э.Феизов ячĕллĕ Шăнкăртамри вăтам шкулти Ч.Ишмуратова мала тухрĕ. "Пĕрлештернĕ чи лайăх урок" тупăшура Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти З.Чабатова тата математика учителĕ Г. Азмукова çĕнтерỹçĕ пулчĕç. "Чи лайăх мастер-класс" З.Чабатова кăтартса пачĕ. "Чи лайăх методика ĕçĕ" номинацие те хастар хутшăнчĕç. Кунта Аслă Чементи вăтам шкулти Н.Кошелева вĕрентекен çĕнтерчĕ. Мала тухнисемпе призерсене Хисеп хучĕсемпе хавхалантарчĕç.

Надежда ВАСИЛЬЕВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика