Сергей Паймулкина манмаççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 01.03.2024, 18:42 Просмотров: 455

Çĕньял ялĕнче Украинăри ятарлă çар операцийĕнче паттăрла вилнĕ Сергей Паймулкин ячĕпе Асăну хăми тата Герой партти уçрĕç.

 Мероприятие муниципалитет округĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтăвĕсемпе ĕçлекен çумĕ - финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова, Çĕньял территори пайĕн начальникĕ Мария Мадюкова, ял-йыш, пĕр класра вĕреннисем, Сергейĕн пĕрремĕш учительници хутшăнчĕç. Асăну хăмине "Хавал" паркри монумент çине воин-автомобилистсем вырнаçтарчĕç.

Тухса калакансем пурте Сергей Валерьевич мал ĕмĕтлĕ, ĕçчен, яваплă каччă пулнине палăртрĕç. Пĕрремĕш вĕрентекенĕ вăл вĕренỹре тăрăшуллă, обществăлла пурнăçра хастар пулнине каларĕ.

 Сергей Паймулкин çар ĕçĕнче хастарлăх кăтартнăшăн Паттăрлăх орденне тивĕçнĕ. Унăн ячĕ ял-йыш асĕнче яланлăхах упранĕ.

Асăну хăмипе Герой партти Сергей Паймулкин ирĕклĕхшĕн, çĕршыв никама пăхăнманлăхĕшĕн панă паттăрлăхне тăтăш аса илтерсе тăрĕ.

Сергей ячĕ муниципалитет округĕн историне чăтăмлă, харсăр, патриотла пулнипе çырăнса юлĕ. Сергей Паймулкин Çĕньялта 1997 çулта çуралнă. 9 класс вĕреннĕ хыççăн Канашри строительство техникумĕнче пĕлỹ пухнă. Çар службине Мурманск облаçĕнче ирттернĕ. Унтан таврăнсан хресчен фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ.

 2022 çулта мобилизаци йĕркипе Тăван çĕршыва хỹтĕлеме тăнă. Тупа тунине пурнăçĕн юлашки саманчĕчченех асран кăларман.

Альбина ИВАНОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика