Унăн ячĕ вилĕмсĕр

Категория: Публикации Опубликовано: 01.03.2024, 18:51 Просмотров: 503

Тăван çĕршыв хỹтĕлевçин кунĕнче Чечня вăрçин синкерлĕхĕнче пурнăçне татнă Хирти Пикшик каччине, Паттăрлăх орденĕпе Суворов медальне тивĕçнĕ, ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе спорт мастерĕн кандидатне Фирдус Камалетдинова асра тытса турнир йĕркелесси ырă йăлана кĕчĕ. Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи паттăр салтака сума сăвакансем хальхинче те Патăрьелĕнчи "Паттăр" физкультурăпа спорт шкулĕнче иртекен республикăри ХХIХ турнира аякран та, çывăхран та пуçтарăнчĕç.

Çакна та палăртма кăмăллă. Кăçалхи ăмăртăва республика тулашĕнчи спортсменсем те йышлăн килчĕç: Тутар Республикинчен, Хусантан, Чĕмпĕр облаçĕнчен, Мари Элтан. Унсăр пуçне Шупашкар хулипе Шупашкар муниципалитет округĕнчен, Канаш хулипе Канаш муниципалитет округĕнчен, Красноармейски муниципалитет округĕнчен, хамăр тăрăхри Патăрьелĕнчен, Пикшикрен, Ыхра Çырминчен, Шăнкăртамран, Сăкăтран, Çĕнĕ Ахпỹртрен, Пăлапуç Пашьелĕнчен, Тутар Сăкăтĕнчен. Турнира хапăл тунисем пурте çивĕч кĕрешỹре хăйсен ăсталăхне кăтартрĕç. Мĕн пурĕ Фирдус Камалетдинов ячĕллĕ кубоксене, медальсене, сумлă парнесене çĕнсе илессишĕн помост çине 100 ытла спортсмен тухрĕ.

Камалетдиновсен çемйин пуçарăвĕпе йĕркелекен турнира çулсеренех Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕпе, "Паттăр" физкультурăпа спорт шкулĕн ĕçченĕсемпе пĕрлех хисеплĕ те сумлă хăнасем, тренерсемпе спорт мастерĕсем (хальхинче те 20е яхăнах пулчĕç!), спортсменсемпе спорт ветеранĕсем, Фирдусăн тăванĕсем, Мансур Даутовпа Рефис Хамдеев çывăх юлташĕсем тата ыттисем те хутшăнаççĕ. Ырă йăлана малалла тăсса турнир хальхинче те спортсменсен парадĕнчен пуçланчĕ. Çулсеренех парада çỹллĕ шайра ертсе пыракан Ильгиз Мануров (Ижевскри ял хуçалăх академийĕнчи физкультурăпа спорт кафедрин заведующийĕ, ирĕклĕ майпа кĕрешессипе спорт мастерĕн кандидачĕ) турнира хутшăнакансене кĕскен Чечня вăрçин паттăрĕ пирки паллаштарчĕ:

- Фирдус Камалетдинов шкулта вĕреннĕ чухнех спортсмен пулнă. Ирĕклĕ майпа кĕрешессипе салтака кайичченех район, республика, Раççей шайĕнче те палăрнă. 1993 çулта Ульяновскинчи кооператив техникумĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен Пĕтĕм Раççейри турнирне хутшăнса спорт мастерĕн кандидачĕн ятне тивĕçнĕ. 1994 çулхи февральте ăна çара илнĕ. Чечняри хирĕç тăрура салтак пилĕк уйăхранах спецназăн мăнаçлăхĕ шутланакан краб беретне тăхăнма пикенет. 1995 çулхи июньте вара ĕмĕрлĕхех куçне хупнă... Фирдуспа юлашки хут сывпуллашни çултан-çул аякка юлса пырать пулин те, унăн ячĕ вилĕмсĕр, паттăрлăхĕ çитĕнекен ăрушăн ырă тĕслĕх пулĕ. Паян Чечня вăрçин паттăрĕ Фирдус Камалетдинов ячĕпе тăван ялĕнче - Пикшикре - пĕр урама ят панă, вăл вĕреннĕ шкулта Асăну хăми çакăнса тăрать, Патăрьелĕнче Чечня паттăрĕсене чыс туса палăк та лартнă...

Турнира хутшăнакансене Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕн тивĕçне вăхăтлăх пурнăçлакан Равиль Ямалетдинов, Шупашкарти Кочков ячĕллĕ Олимп резервĕсем хатĕрлекен шкул директорĕ Илья Фомин, Фирдусăн тăван пиччĕшĕ, полици подполковникĕ Арслан Камалетдинов тата ыттисем те тухса калаçрĕç, çамрăксемшĕн вĕренỹпе юнашарах спорт та пурнăç çулĕ çине тăма пулăшнине палăртрĕç.

- Кирек мĕнле ашшĕ-амăшĕшĕн те хăйĕн пепкине çухатнинчен пысăк хуйхă çук тесе шутлатăп. Фирдус пирĕншĕн, пиччĕшĕсемшĕн, тăвансемшĕн, юлташĕсемшĕн, турнира хутшăнакан çамрăксемшĕн яланах чĕрĕ юлĕ. Тавах пурне те ăмăртăва ирттерме, йĕркелеме пулăшнăшăн. Турнира ăнăçлă та çирĕп йĕркепе ертсе пынă Светлана Константинова тренер умĕнче те пуçăма таятăп. Республикăран, республика тулашĕнчен хутшăннă тренерсене, судьясене, Патăрьелĕнчи тĕп больницăри Николай Зубов тухтăра, "Паттăр" ФСК директорĕн çумне Эльвира Поляковăна ăмăртăва ăнăçлă ирттерсе яма пулăшнăшăн тав,- терĕ Фирдусăн ашшĕ, ЧР физкультурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ тата тава тивĕçлĕ тренерĕ, Раççей Федерацийĕн спорт мастерĕ Абдулла Камалетдинов ăмăртăва пĕтĕмлетсе.

Çĕнтерỹçĕсене - ятарлă кубок, медаль, парне

Кирек мĕнле ăмăртури пекех вăйлинчен вăйли кашни виçе ушкăнĕпе Чечня вăрçин паттăрĕ Фирдус Камалетдинов ячĕллĕ кубока, медале, парнене тивĕçрĕ.

Артем Егоров (Красноармейски, 28 кг), Артур Батурин (Хусан, 30 кг), Алексей Данилов (Нагаткино, 32 кг), Адель Фазуллин (Пикшик, 36 кг), Егор Леонтьев (Шупашкар, 40 кг), Игорь Рябчиков (Патăрьел, 50 кг), Андрей Козлов (Пикшик, 65 кг), Антон Цветков (Патăрьел, 70 кг), Дмитрий Албутин (Нагаткино, 80 кг) пьедесталăн чи çỹллĕ картлашки çине тăма тивĕçрĕç, пĕрремĕш вырăна çĕнсе илчĕç.

 Хĕрачасенчен Василиса Аристархова (Канаш, 20 кг), Диана Иванова (Канаш округĕ, 30 кг), Аделия Шарефетдинова (Пикшик, 35 кг) хăйсен виçисемпе çĕнтерỹçĕсем пулчĕç.

Альбина ЕГОРОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика