Асрах эсĕ, Саша, асрах...

Категория: Публикации Опубликовано: 01.03.2024, 18:52 Просмотров: 535

Сител ялĕнче çуралса ỹссе, Афганистанра пуç хунă Александр Журавлева асăнса кăçалхипе Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулта 31-мĕш хут волейбол турнирĕ иртрĕ. Çавăн пекех сумлă лару-тăрура унăн ячĕпе Паттăр партти те уçрĕç.

Ăмăртăва хутшăнакансене Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх тата инвестици ĕç-хĕл пайĕн начальникĕ Виктор Львов, Пăлапуç Пашьел территори пайĕн начальникĕ Владимир Никитин, Патăрьел муниципалитет округĕнчи депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Петр Ларев, Пĕтĕм Раççейри "Раççей ветеранĕсен канашĕ" обществăлла организацин регионти уйрăмĕн представителĕ Сергей Борисов, "Авангард" хаçатăн тĕп редакторĕ Александр Козлов, "Батыревский доброволец" волонтерсен ушкăнĕн ертỹçи Юрий Тинюков, Пăлапуç Пашьел вăтам шкул директорĕ Сергей Матюшкин, Афган вăрçинче Сашăпа пĕрле пулнă Сергей Кузьмичев тата ытти юлташĕсем, Первомайски территори пайĕн начальникĕ Леонид Пыркин, Первомайски ял старости Арсентий Иванов, Украинăри ятарлă çар операцийĕнчен курма килнĕ Анатолий Чебоксаров, Александр Журавлевăн амăшĕ Роза Николаевна ăнăçусем сунчĕç.

Турнира йĕркелеме яланхи пекех Пăлапуç Пашьелĕнчи Сергей Кузьмичев нумай тăрăшнă. "Ман ăмăртăва ирттермеллех, Саша çакна тивĕçлĕ", - терĕ вăл пĕрле службăра пулнă юлташне аса илнĕ май. Сăмах май каласан, Сергей Николаевичшăн çак сăмахсем пурнăç девизĕтесен те йăнăш мар.

Турнира хутшăннă командăсенчен хĕрарăмсен ушкăнĕнче Первомайски территори пайĕн команди кăçал та çĕнтерỹçĕ ятне тивĕçрĕ. Пăлапуç Пашьел вăтам шкул вĕренекенĕсемпе ял хĕрĕсем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç. Арçынсенчен Пăлапуç Пашьелĕнчи "Баиш" команда мала тухрĕ. Сителсем - иккĕмĕш, Первомайски вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем - виççĕмĕш. Мала тухнă командăсене медальсемпе тата кубоксемпе чысларĕç.

Александр ИВАНОВ

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика