Хăтлăх кĕртмелли территорие палăртаççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 06.03.2024, 18:22 Просмотров: 391

Раççей Президенчĕн суйлавĕ вăхăтĕнче, мартăн 15-17-мĕшĕсенче, Чăваш Республикинче пурăнакансем хăтлăлатмалли çĕнĕ объектсемшĕн Пĕтĕм Раççей сасăлавĕнче хăйсен шухăшне пĕлтерме пултараççĕ. Сăмах май, сасăлав Раççей Федерацийĕн Президенчĕ пуçарнипе çулленех "Пурăнмалли çурт-йĕр тата хула хăтлăхĕ" наци проекчĕн тытăмĕнчи федерацин "Хăтлă хула хутлăхне йĕркелесси" проектпа килĕшỹллĕн пурнăçланать. Кăçал сасăлава регионти 5 хулапа 20 муниципалитет округĕнчи 55 объект хутшăнать.

 Юхмапа Пăла тăрăхĕнче 2025 çулта тирпей-илем кĕртме Патăрьелĕнче халăх йышлă канмалли икĕ лапамăн дизайн-проекчĕсене сасăлава тăратнă.

Çынсем хăйсене килĕшекен зонăшăн суйлава пырсассăн пĕлтерме пултараççĕ. Сасăлава хутшăнакан территорисемпе волонтерсем тĕплĕн паллаштараççĕ. 14 çултан аслăрах кашни Раççей çынниех хăйĕн шухăшне параять.

 (Хамăр корр.)

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика