Çитĕнỹсем пĕрлехи вăйпа пулаççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 06.03.2024, 18:29 Просмотров: 376

 Февралĕн 29-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче Патăрьел муниципалитет округĕн социаллă пурнăçпа экономика кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕç, çитĕнỹсене, çитменлĕхсене, малашлăхри тĕллевсене палăртрĕç. Çакă тĕрĕс йышăнусем тума, çитменлĕхсене пĕтерме май парать. Кăçал çĕнĕлĕх те кĕртнĕ: канашлăва пĕрремĕш хут онлайн мелĕпе те курма май пулчĕ.

 Мероприятие Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - республикăри сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов, Патăрьел муниципалитет округĕн депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Николай Тинюков, Патăрьел муниципалитет округĕн депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсем, территори пайĕн начальникĕсем, организаци-предприяти ертỹçисем, ĕç ветеранĕсем тата ыттисем те хутшăнчĕç. Мероприяти хумхануллă самантран пуçланчĕ. Украинăри ятарлă çар операцинче пуçĕсене хунă Иван Лисова, Дмитирий Егорова, Олег Ильметова вилнĕ хыççăн наградăланă Паттăрлăх орденĕсене вĕсен çемйисене пачĕç. Çавăн пекех ĕçре палăрнисене, "Професси тĕлĕшĕнчен чи лайăххи" сумлă ята, "Çулталăк çынни - 2023" конкурс çĕнтерỹçине, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине тивĕçнисене чысларĕç, ашшĕ-амăшĕсĕр юлнисем çурт-йĕр тума е туянма май паракан сертификата тивĕçрĕç.

Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов 2023 çул кăтартăвĕсемпе туллин паллаштарчĕ. Çитĕнỹсемпе пĕрлех çитменлĕхсене те çивĕчлетрĕ.

Ял хуçалăхĕнчи кăтартусем савăнтараççĕ

Йывăрлăхсене пăхмасăр Патăрьел муниципалитет округĕн экономики аталанать, тĕрекленет. Пĕлтĕр бюджета тупăш, 2022 çултинчен 10 процент ытларах кĕрсе 1 млрд та 166 млн тенкĕпе танлашнă. Харпăр тупăш 247 млн тенкĕ (маларахри çулхинчен 12 процент нумайрах) кĕнĕ. Тĕрлĕ конкурса, гранта хутшăннăран хысна 229 млн тенкĕпе пуянланнă.

Юхмапа Пăла тăрăхĕнче ял хуçалăхĕ лайăх аталанса пырать. Çакна кăтартусем те çирĕплетеççĕ. Çĕр улми, сухан-севок туса илессипе 2023 çулта республикăра пĕрремĕш вырăн йышăннă. Çĕршыва кирлĕ вăрлăх суханăн 40-70 процентне пирĕн округри çĕр ĕçченĕсем туса илеççĕ. Пахча çимĕç çитĕнтерессипе те иккĕмĕш вырăнта.

Çанталăк пĕлтĕр типĕ те шăрăх тăнине пăхмасăр тырă пĕр гектартан 34 центнер, пĕтĕмĕшле 55 пин тонна ытла, çĕр улми 19 пин тонна, хĕвелçаврăнăш 352 тонна пухса кĕртнĕ. Çавăн пекех аграрисем соя, рапс лаптăкĕсене те ỹстерсе пыраççĕ.

Ял хуçалăхĕнчи кăтартусене лайăхлатма çĕнĕ технологисемпе усă курни, машинăпа трактор паркне çĕнетни те витĕм кỹрет. Пĕлтĕр 90 единица ытла ял хуçалăх техникипе кăкарса çỹремелли хатĕрсем 270 млн тенкĕ ытлалăх туяннă.

Çулталăка выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче те ăнăçлă вĕçленĕ. Мăйракаллă шултра выльăх шучĕпе пирĕн округ республикăра - пĕрремĕш, ĕнесеннипе - виççĕмĕш, сыснасен йышĕпе иккĕмĕш вырăн йышăнать. Сĕт сăвассипе те Чăваш Енре - иккĕмĕш, аш-какай хатĕрлессипе виççĕмĕш пулни савăнтарать.

Республика Пуçлăхĕ ял хуçалăхĕнче туса илекен продукцие вырăнта тирпейлесе сутмалли, вĕсем конкуренцие юрăхлă пулмаллине калать. Патăрьелсем ку ыйтупа та çине тăрса ĕçлеççĕ. 2023 çулта округра çĕнĕ юхăмпа вăй хума пикенчĕç - çĕр улминчен чипсы хатĕрлеме пуçларĕç. Хальхи вăхăтра продукцие тирпейлессипе 6 кооператив, 6 фермер хуçалăхĕ вăй хурать. Вĕсем аш-какайран 100 ытла тĕрлĕ çурма фабрикат тата хатĕр продукци, сĕтрен 15 ытла тĕрлĕ çимĕç, сырăн 14 тĕсне тата "Чебо" маркăллă чипсын 6 тĕсне халăх патне çитереççĕ.

Округа аталантарма инвестици илĕртỹлĕхĕ те пулăшать. 2023 çулта уйрăм 15 инвестпроект 220 млн тенкĕлĕх хута кайнă, çакă хушма 45 ĕç вырăнĕ йĕркелеме май панă. Хальхи вăхăтра 18 инвестицин проектне (1 млрд тенкĕ ытлалăх) ĕçе кĕртеççĕ, 467 çын валли вăй хумалли вырăн хушăнать. Унтан 400-шĕ "Батыревский" индустри паркĕнче пулать.

25 фермер 110 млн тенкĕлĕх гранта тивĕçнĕ.

 Çуртсем çĕкленеççĕ, çулсем çĕнелеççĕ

 Наци проекчĕсем, тĕрлĕ программа пулăшнипе çĕнĕрен те çĕнĕ çуртсем тăваççĕ, çулсем çĕнелеççĕ. 2023 çулта строительствăна 276 млн тенкĕ хывнă: çул-йĕр тума - 107 млн тенкĕ; çурт-йĕр тата коммуналлă хуçалăха - 6,2 млн тенкĕ; пуçару проекчĕсене реализацилеме - 31,2 млн тенкĕ; хăтлă хула хутлăхне йĕркелеме - 19,2 млн тенкĕ; ял территорийĕсен комплекслă аталанăвне - 29,7 млн тенкĕ; çынсен çурт-йĕр условине лайăхлатма - 22 млн тенкĕ.

Малашлăх пирки те шухăшламалла. Çĕнĕ объектсене хута яма проектпа смета документацийĕсем валли 60 млн тенке яхăн пăхса хăварнă.

Иртнĕ çул халăх, юридика сăпачĕсем, уйрăм предпринимательсем хутшăннипе 31,2 млн тенкĕ тăракан пуçарулăх 21 проекчĕ хута кайнă. Кăçал 31 проект ĕçе кĕртме палăртнă.

"Хальхи хула хутлăхне йĕркелесси" программăпа 2023 çулта Патăрьелĕнчи халăх канакан парка тата нумай хваттерлĕ çуртсен виçĕ картишне хăтлăлатнă. Кăçал Тутар Сăкăтĕнчи Тĕп урамри Çĕнтерỹ паркне тирпейлемелле. Çавăн пекех Патăрьелĕнчи халăх канакан паркра та ĕçсем малалла пыраççĕ.

Çурт-йĕр хута ярас плана та (13 пин тăваткал метр ытла) тултарнă. Округра нумай хваттерлĕ çуртсем тăвасси ăнăçлă пурнăçланать. Кăçал Мир тата Киров урамĕнче строительство ĕçĕсем пырĕç.

"Пурăнмалли çурт-йĕр тата хула хăтлăхĕ" наци проекчĕпе хăйсен пурăнмалли условине çамрăк 5 çемье, виçĕ тăлăх, ялта ĕçлесе пурăнакан икĕ çын, нумай ачаллă тăватă çемье çурт-йĕр çĕклеме е туянма патшалăхран пулăшу тивĕçнĕ. 2024 çулта 29 çемье пурăнмалли кĕтеслĕ пулĕ.

Çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх ыйтăвĕ пирĕн муниципалитетшăн яланах пăшăрхантараканнисенчен пĕри пулнă. Хальхи вăхăтра çивĕч ыйтусенчен пĕри - канализаци. Паянхи кун ĕçлекен канализаци сооруженийĕсене реконструкцилеме проектпа смета документацийĕсене хатĕрленĕ, патшалăх экспертизи витĕр тухнă. Проект хакĕ - 543 млн тенкĕ. Федераци бюджетĕнчен уйăрмасăр вăй çитерме çук.

Патăрьел ялĕн хĕвел тухăç пайĕнче тасатакан çĕнĕ сооруженисем валли проектпа смета документне хатĕрленĕ, халь шăпах экспертиза витĕр тухать.

 Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансене таса шывпа тивĕçтерессипе ĕçлесси те малалла пырать. Шăмăршăри шыв управĕнчен килекенскере 37 ял патне илсе пынă, кăçал тата 14-шĕ патне черет çитет.

Патăрьелĕнче (хĕвел тухăç пайĕнче), Шăнкăртамра, Кивĕ Ахпỹртре, Вăтаелĕнче шыв пăрăхĕсене хума пикенеççĕ. Патăрьелĕнчи Мир урамĕнчи нумай хваттерлĕ çĕнĕ çуртра пурăнакансем пăрăхсенче пусăм (давлени) пĕчĕкрен шыв çуккипе нушаланаççĕ. Ку ыйтăва татма хушма скважина чавма тивет.

 "Нумай хваттерлĕ çуртсен пĕрлехи пурлăхне тĕплĕн юсасси" республика программипе 2023 çулта нумай хваттерлĕ икĕ çурта 6,9 млн тенкĕлĕх юсанă. Кăçал тата тепĕр виççĕшĕн валли 23,3 млн тенкĕ уйăрнă.

Çул пулсан çеç округ аталанма пултарать. Çакна Юхмапа Пăла тăрăхĕнче яланах асра тытаççĕ. Çул-йĕр валли иртнĕ çул 106,9 млн тенкĕ уйăрнă, унтан 21,8 млн тенки ăна тытса тăма, 84,1 млн тенкĕ - юсама, пĕр млн тенке яхăн - нумай хваттерлĕ çуртсен картишĕсене тирпейлеме.

Автомобиль çулĕсен 12 участокне - Сăкăта, Тутар Сăкăтне, Красномайскине, Татмăша, Первомайскинчен Пăлапуç Пашьелне, Тутар Тимешне çитиччен - юсанă, 7 çухрăма вак чулпа витнĕ.

 "Хăрушлăхсăр тата паха автомобиль çулĕсем" наци проекчĕпе Первомайскипе Анат Чакă хушшинче тротуар сарнă, ăна çутăпа тивĕçтернĕ.

Кăçал Çĕнĕ Ахпỹрте, Туçаран Вăтаелне, Кĕçĕн Патăрьелĕнчен Кивĕ Катеке каякан çулсене юсама палăртнă. Патăрьелĕнчи Ленин урамĕнчи "Калинино- Патăрьел-Елчĕк" республика шайĕнчи автоçула та çĕнетеççĕ.

 Вĕренме те, сывлăха çирĕплетме те, канма та майсем пур

 "Вĕрентỹ" наци проекчĕпе 2023 çулта вĕренỹ учрежденийĕсен пурлăхпа техника базине пуянлатма, строительство ĕçĕсене пурнăçлама 157 млн тенкĕ ытла укçа хывнă. Хирти Пикшикри шкул территорине хăтлăлатнă. "Демографи" наци проекчĕн "Спорт - пурнăç норми" проекчĕпе Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулăн спорт базине тунă. Хальхи вăхăтра Ишлĕри пуçламăш шкул-ача садне тăваççĕ, ăна кăçал хута ямалла. Çуркеннехи каникул вăхăтĕнчи Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкула юсама пикенеççĕ. Патăрьелĕнчи "Василек" ача сачĕн котельнăйне те тирпейлемелле.

 Ачасене пĕчĕкренех професси суйласа илме пулăшас, çĕре юратма вĕрентес тĕллевпе Патăрьелĕнчи "Сказка", "Василек" тата Шăнкăртамри "Сандугач" ача сачĕсенче агролабораторисем "Лук-Агро", "Батыръ" кооперативсем, "Корма", "Батыревский" хуçалăхсем, Р. Санзяпов, К. Салихов, Ф. Чабатов фермер хуçалăхĕсем пулăшнипе ĕçлеме пуçларĕç.

Патăрьелсем спортпа та çывăх. Яш-кĕрĕм "Волейбол", "Баскетбол", "Мини-футбол" "Самбо шкула" проектсене, çамрăк хоккеистсен "Ылтăн шайба" тата ытти тĕрлĕ шайри ăмăртăва кăмăлтан хутшăнать.

2023 çул пĕтĕмлетĕвĕпе муниципалитетра спортăн пĕр мастерне, спорт мастерĕн 10 кандидатне, спортăн тĕрлĕ тĕсĕнчи пĕрремĕш разрядлă 14 спортсмена хатĕрленĕ, округри 8 спортсмен Раççейĕн пĕрлештернĕ командине, 52ĕн Чăваш Республикин хутăш командине кĕнĕ. Тĕнче тата Раççей шайĕнчи ăмăртусенче 12 медаль çĕнсе илнĕ. 124 спортсмен республикăри ăмăртусенчен çĕнтерỹпе таврăннă.

Çынна ĕçлеме кăна мар, канма та условисем кирлĕ. 2023 çулта культурăна 28 млн тенкĕ ытла янă. Çакă Пăлапуç Пашьелĕнчи клуба юсама тата Алманчăри культура вучахне валли оборудованисем туянма май панă.

 "Çăкăр" историпе этнографи музейне реставрацилеме проектпа смета хучĕсене хатĕрленĕ. Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрне те юсамалла. Тури Чакăра 100 çын вырнаçмалăх клуб тумалла.

 Патăрьелĕнчи тĕп библиотека та çĕнĕ форматпа ĕçлет. Ăна "Культура" наци проекчĕпе пĕлтĕр модернизациленĕ.

 Пушкин карттипе те çамрăксем туллин усă кураççĕ. Вĕсем муниципалитетри культура учрежденийĕсем ирттерекен мероприятисене те унпа кĕреççĕ.

Пĕтĕм Раççейри "Чи лайăх ача-пăча искусство шкулĕ" конкурсĕнче республика шайĕнчи турта Патăрьелĕнчи искусство шкулĕ иккĕмĕш çул "Ялти чи лайăх искусство шкулĕ" номинацинче пĕрремĕш степеньлĕ лауреат пулнă.

Туризма аталантарасси те муниципалитетра малти вырăнта. 2024 çул Чăваш Енре Экологи культурин тата тата çут çанталăк пуянлăхĕпе тирпейлĕ усă курмалли çулталăк пулнă май "Пурăн, çăлкуç, пурăн" проекта пурнăçа кĕртнĕ май экологи сукмакĕсем йĕркелеме палăртнă. Çавăн пекех Шăнкăртамри Марат Валеев агротуризма аталантарма грант тивĕçнĕ. Маларах Чулпан Пазюкова илнĕччĕ. Вăл "Тургай" турбаза тума пикеннĕ, кăçал пĕрремĕш туристсене йышăнма хатĕрленет.

Сывлăхлă çын ĕçре те паттăр

Юлашки çулсенче çĕнĕ ФАПсем, сиплев учрежденийĕсем хута каяççĕ. Иртнĕ çул Кзыл-Камышра тата Красномайскинче çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕсем пациентсене йышăма пикенчĕç. Патăрьелĕнчи тĕп больницăн инфекци уйрăмне те тĕплĕн юсанă. Кăçал Çĕнĕ Ахпỹртре, Туçара, Шăнкăртамра, Нăрваш Шăхалĕнче врач амбулаторийĕсем тумалла. Патăрьелĕнчи тĕп больницăра юн тымарĕсен чирĕсене пуçламăш тапхăрĕнче сиплекен центр уçма палăртнă.

Муниципалитетра хальхи вăхăтра 31 пин ытла çын пурăнать. Иртнĕ çул 273 ача çуралнă, 467 çын вилнĕ. Хĕрарăмсем вăтамран - 80, арçынсем 66 çул пурăнаççĕ.

2023 çулта 16 пине яхăн çын социаллă пулăшупа усă курнă, вĕсене пурĕ 279 млн тенкĕ тивĕçнĕ. Сахал тупăшлă 204 çемье патшалăхран 34 млн тенкĕлĕх пулăшу илнĕ.

Канашлура Патăрьел муниципалитет округĕн депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Николай Тинюков сăмах илчĕ. Вăл агропромышленность комплексĕнче ĕçлекенсене пысăк кăтартусемшĕн тав турĕ. Сывлăх сыхлавĕнчи, вĕрентỹри çĕнĕлĕхсем, çулсем сарни, территорисене хăтлăлатни муниципалитетра пурăнакансен пурнăçне лайăхлатма май панине каларĕ. Малашне те пĕрлехи вăйпа тăрăшса ĕçлеме, çитĕнỹсем тума сунчĕ.

Мероприятие Чăваш Республикинчи Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - республикăри сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов пĕтĕмлетрĕ. Вăл Патăрьел муниципалитет округĕн экономики çуллен тĕрекленсе пынине, кунта халăх палăртнă тĕллевсене пурнăçлама хăнăхнине палăртрĕ.

Ольга ПАВЛОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика