Президент Çырăвне сỹтсе яватпăр

Категория: Публикации Опубликовано: 06.03.2024, 18:29 Просмотров: 425

Рудольф Селиванов, Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ:

- Раççей Президенчĕ Владимир Путин çĕршывшăн çăмăл мар лару-тăрура Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвне тухнă Çырăва халăх чăтăмсăррăн кĕтрĕ. Çĕршыв ертỹçи хăйĕн сăмахне хальхи вăхăтра Украинăра нацистсене тĕп тăвас тĕллевпе пыракан çар операцийĕнче пĕрлехи вăйпа, тылпа фронт пĕр тĕллевпе ĕçлесе пынăран пулса пыракан ĕçсене хакланинчен пуçларĕ, пурне те тав турĕ.

Владимир Путин Раççее малалла аталантармалли стратегилле программа, халăхăн пурнăçне хăтлăлатмалли, çамрăксене хавхалантармалли социаллă мерăсем, сывлăх сыхлавне, вĕрентĕве, культурăна, агропромышленность комплексне çĕнетмелли, производство лаптăкĕсене, вĕсен хăватне ỹстерсе, пĕчĕк тата вăтам бизнеса вăй парса пымаллине пĕлтерчĕ, тĕрлĕрен программăна, вăл шутра кăнтăр муниципалитет округĕсенче (пирĕн муниципалитет округĕнче те) "Таса шыв" программăна пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе федераци бюджетĕнчен укçа-тенкĕ уйăрассине каларĕ.

Анатолий Казачков, муниципалитет округĕнчи депутатсен Пухăвĕн депутачĕ, районти тĕп больницăн шăл тухтăрĕ:

 - Раççей Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне тухнă Çырăвне кăмăлтан итлерĕм. Сиплеве кашни пациент вăхăтра тата пахалăхлă илтĕр тесе тăрăшассинче, диспансеризаци кăларассинче, сывă ачасем çуралассинче, çынсен пурăнас кун-çулне малалла тăсассинче медицина ĕçченĕсен тỹпи пысăк пулнине палăртрĕ вăл. Çавăн пекех Владимир Владимирович "Продолжительная и активная жизнь" наци проекчĕ пурнăçа кĕме пикенессине те пĕлтерчĕ.

Ялсенчи больницăсенче юсав ĕçĕсене малалла тăсассине каларĕ. Сывлăх сыхлавĕн системинчи çĕнетỹсем хамăра та савăнтараççĕ. Акă, районти тĕп больницăрах "Сывлăх сыхлавĕ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн "Перекетлĕ поликлиника" проект ĕçе кĕчĕ.

 Гельнур Сабитова, Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкул директорĕ

: - Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне тухнă черетлĕ Çырăвне кашнийĕ хумханса итлерĕ пулĕ тесе шухăшлатăп. Çĕршыв пуласлăхĕшĕн ĕçлеме пултаракан граждансем çитĕнтерессинче педагогсем пысăк вăй пулнине палăртрĕ вăл. Ĕçе чыслăн пурнăçлакансене тав турĕ.

 "Вĕрентỹ" наци проектне пула шкулсенче "Точка роста" кабинечĕсем уçăлчĕç. Мĕн тери лайăх. Вĕсенче çĕнĕ оборудованисем вырнаçтарнă. Компьютерсемпе усă курса ачасем тĕпчев проекчĕсене явăçаççĕ. Вĕсене республика шайĕнче хỹтĕлесе малти вырăнсене йышăнаççĕ. Вĕрентекенсен те ку енĕпе çитĕнĕвĕсем пур.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика