Паттăрсен амăшĕсене - уяв саламĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 13.03.2024, 19:28 Просмотров: 273

Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ умĕн Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансен амăшĕсемпе тĕл пулнă. Сумлă лару-тăрура вĕсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕн, ывăлĕсем тăракан çар чаçĕсен командирĕсен Тав çырăвĕсене панă.

 Вĕсенче командирсем Тăван çĕршывăн хастар хỹтĕлевçисене пăхса ỹстернĕшĕн тав тунă. Ывăлĕсем чăн-чăн шанчăклă юлташсем, хăйсен тивĕçне тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлакансем, ыттисемшĕн тĕслĕх пулнине палăртнă. Рудольф Селиванов Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе саламланă, Тăван çĕршывăн хастар патриочĕсене тивĕçлĕ пăхса ỹстернĕшĕн чĕререн тав тунă. Шăпах çакнашкал аннесене, харсăр та паттăр ывăлсене çитĕнтерекенсене пула Раççей яланах вăйлă та никам çĕнтерейми пулать те ĕнтĕ, тесе палăртнă.

 Тĕл пулу малалла сĕтел хушшинче тăсăлнă.

Альбина ИВАНОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика