Виталий Маркиданов парнисемшĕн

Категория: Публикации Опубликовано: 13.03.2024, 19:39 Просмотров: 270

Йĕлтĕрпе чупассипе нумай хутчен республика чемпионĕ пулнă Виталий Маркиданов парнисене çĕнсе илессишĕн Кĕçĕн Арапуç вăрманĕ çумĕнче старта 110 çын тăнă. Спорт уявне пухăннисене Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Пикшик территори пайĕн начальникĕ Владислав Краснов, вырăнти йĕлтĕр чупăвĕн федерацийĕн председателĕ Сергей Сафьянов, йĕлтĕр чупăвĕн СССР спорт мастерĕ Николай Николаев саламланă.

Ăмăртăва аслă тата вăтам ушкăнри йĕлтĕрçĕсем тăнă. Аслисенчен Аслă Чементи спортсменсем çĕнтерỹçĕсем, Первомайскисем - иккĕмĕш, Турхансем виççĕмĕш вырăнта пулнă. Вăтаммисенчен те Аслă Чеменсем малти вырăна, Нăрваш Шăхальсем иккĕмĕшне, Первомайскисем виççĕмĕшне йышăннă.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика