Явап тыттарасси - тĕллев мар

Категория: Публикации Опубликовано: 15.03.2024, 15:41 Просмотров: 278

Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕ çумĕнчи çул çитмен ачасен прависене хỹтĕлес тĕлĕшпе тимлекен комиссин анлă ларăвĕ иртрĕ. Ларăва комисси председателĕн çумĕ - округ администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультура тата спорт управленийĕн начальникĕ Ирина Рубцова ертсе пычĕ.

Чăн малтанах ларура РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн çул çитмен ачасен ĕçĕсемпе тимлекен пай начальникĕ Галина Иванова, обществăлла вырăнсенче йĕркене пăснă, магазинсенче çул çитмен ачасене табак изделийĕсем тата эрех-сăра сутнă тĕслĕхсемпе паллаштарчĕ. Йĕрке хуралĕн сотрудникĕ юлашки вăхăтра уйрăмах ачасем çеç мар, аслисем те мошенниксен серепине çакланнă тĕслĕхсем пирки те чарăнса тăчĕ. Хĕрарăмсен уявĕ умĕн çеç Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи пĕр арçын "аварие çакланнă" тăванне пулăшас тĕллевпе çамрăк ултавçăна 400 пин тенкĕ кăларса тытттарнă... Çакнашкал пăтăрмахсем шел пулин те пулсах тăраççĕ. "Кун пек тĕслĕхсене вырăнти территори уйрăмĕнчи профилактика канашĕсенче çийĕнчех сỹтсе явмалла, çынсене пĕлтермелле, асăрхаттармалла..."- çапла йышăнчĕç комисси членĕсем.

Анлă ларура Патăрьелĕнчи тĕп больницăри Ольга Ялукова врач-педиатр, вĕрентỹ управленийĕн начальникĕн çумĕ Николай Анисимов, социаллă хỹтлĕх центрĕн çемьесемпе ачасене хỹтĕлекен отделени заведующийĕ Ирина Чиркина хăйсен отчечĕсенче çул çитмен ачасен сывлăхĕ, вĕсен психика аталанăвĕ, ашшĕ-амăшĕн витĕмĕ, тулаш условисене пула сиксе тухма пултаракан пăтăрмахсенчен хăтăлмалли меслетсем, социаллă йывăр лару-тăрури çемьесене тăтăшах тимлĕхре тытмалли тата ытти пирки те сăмах хускатрĕç.

 Аслă Чементи вăтам тата Çĕнĕ Ахпỹртри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкул директорĕсем Наталия Адидатова тата Алевтина Кузнецова шкулсенче йывăр çемьесемпе, уйрăм шутра тăракан çул çитмен ачасене тивĕçлĕ воспитани парас, вĕсене аталантарас, преступлени тăвасран асăрхас тĕллевпе ашшĕ-амăшĕпе, профилактика субъекчĕсемпе мĕнле ĕçлесе пынипе паллаштарчĕç.

Альбина НИКОЛАЕВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика