Вĕрентỹ лагерĕ ăс-тăна çивĕчлетет

Категория: Публикации Опубликовано: 15.03.2024, 15:58 Просмотров: 224

Кзыл-Чишмари "Сэлэт-Батыр" çамрăксен обществăлла центрĕ паянхи кун пĕрре те пушă тăмасть. Пултаруллă ачасене тата ытларах аталантарма, пĕр-пĕринпе хутшăнма, пурнăç çулĕ çине тăма пулăшакан çуртра тăтăшах тĕрлĕрен мероприяти, тĕл пулу, мастер-класс, ăмăрту йĕркелеççĕ, сумлă хăнасем те унпа паллашма килеççĕ...

Хальхинче вара çак хăтлă центра Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи шкулсенчи пултаруллă та хастар 100 вĕренекен пуçтарăннă. Вĕсем олимпиадăсене хатĕрленес шутпа математика, физика, хими предмечĕсемпе тарăнрах пĕлỹ илме, 9 тата 11 класс вĕренсе тухнă хыççăнхи патшалăх экзаменĕсене тытма тĕплĕнрех ăс илме пулăшакан лагере хапăл туса килнĕ. Кĕске вăхăтлăх лагерь мартăн 7-10-мĕшĕсенче иртнĕ. Унта 6 - 11 класра вĕренекенсем хутшăннă. Ачасене пĕлỹ тĕнчин анлă уçлăхне илсе тухакансем, çав вăхăтрах вĕренекенсемпе пĕр чĕлхе тупса ĕçлекенсем - Хусантан килнĕ пултаруллă, çамрăк преподавательсем. Лагерь ĕçне пĕтĕмлетме Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультура тата спорт управленийĕн начальникĕ Ирина Рубцова, "Сэлэт-Батыр" центр директорĕ Джалиль Сулейманов, преподавательсем, вĕренекенсемпе ашшĕ-амăшĕ хутшăнчĕ. Кĕске вăхăтлăх тĕл пулу хыççăнхи сыв пуллашу мероприятине лагерьти смена директорĕ, кашни ачана тыткăнлама ĕлкĕрнĕ хĕрỹллĕ те вăр-вар, пултаруллă Камила Шавалова ертсе пычĕ.

Лагере хапăл тунисем вырăсла, чăвашла, тутарла сăмахсемпе ушкăнпа кăшкăрса хăйсен ырă кăмăлне, чун хаваслăхне палăртсах тăчĕç. Залра çамрăксен уçă сасси янăраса çеç тăчĕ, кашнийĕн куçĕнчи туслăх хĕлхемĕ чуна ăшăтрĕ...

Олимпиадăра палăрнă ачасене сцена çине кăларса саламланă хыççăн чăн малтанах çамрăк преподавательсем пĕрин хыççăн тепри лагерь пирки хăйсен кăмăл-туйăмне палăртрĕç. "Ачасемпе задачăсене шутланă чухне те тĕп вырăнта шỹт, пĕр-пĕрне ăнланни пулчĕ", "Кашнийĕ хăйĕн таланчĕпе чăнласах тĕлĕнтерчĕ", "Эсир пуринчен те лайăххи", "Сирĕнсĕр тунсăхлăпăр, ăнăçу сунатпăр..."-çапла ырă та пархатарлă сăмахсемпе тыткăнларĕç çамрăк преподавательсем олимпиадăсене хатĕрлеме хутшăннă ачасене. Ăшă сăмах черчен чунлă чиперккесене тата ытларах тыткăнларĕ, вĕсем преподавательсене, центрта çакнашкал тĕл пулăва йĕркелекенсене, Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕпе вĕрентỹ управленине чунтан тав турĕç.

 - Ку таранччен ачасене предмет олимпиадисене хатĕрлекен шкулсем йĕркелеме май пулман. Халĕ "Сэлэт-Батыр" ĕçлеме пикенсен ку ыйту татăлчĕ. Çамрăксем - пирĕн пуласлăх, ырă шанчăк. Çавăнпа та Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕ те çак ыйтăва яланах ырласа йышăнать,- палăртрĕ хăйĕн сăмахĕнче вĕрентỹ управленийĕн начальникĕ Ирина Рубцова.

Центр директорĕ Джалиль Сулейманов та сменăри ачасем пур енĕпе те хăйсене ырă енĕпе палăртма пултарнине, вĕсем сменăри вожатăйсемпе, преподавательсемпе çывăх туслашнине палăртрĕ. Апрель уйăхĕнче тепĕр хутчен çакнашкал вĕрентỹ лагерьне, августра чăваш чĕлхине туллин вĕренес текенсем валли темиçе кунлăх лагерь уçассине те каларĕ. Хавхаланупа çунатланнă ачасем "Сэлэт-Батырта" йĕркелекен кашни мероприятине хутшăнма кăмăл тунине пĕлтерчĕç. "Килетпĕр, хутшăнатпăр!..", - терĕç харăссăн, туслăн. Çав вăхăтрах пĕр-пĕринпе сывпуллашса ăшшăн ытамланчĕç те "Тепре "Сэлэт-Батырта" тĕл пуличчен", - терĕç. Çапла асра юлмалла вĕçленчĕ 100 ачашăн лагерь тапхăрĕ...

 ХАКЛАВ

 Диана Иванкина, Хирти Пикшикри вăтам шкулта вĕренекен:

- Лагерь маншăн питĕ усăллă та кăмăллă, асра юлмалла иртрĕ. Центрта вĕренме те, пурăнма та, канма та мĕн пур услови пур. Столовăйĕнче те питĕ тутлă апатлантараççĕ.

Аделина Пазюкова, Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекен:

- Олимпиадăсене хатĕрленмелли шкулта эпĕ нумай çĕннине, кирлине пĕлтĕм. Преподавательсем çамрăк пулин те питĕ тĕплĕн ăнлантараççĕ. Кунтах çĕнĕ юлташсем те тупрăмăр.

Елена Баюсова, амăшĕ:

- Эпĕ хам та педагог, Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта информатикăпа математика предмечĕсене вĕрентетĕп. Çак хăтлă çĕнĕ центрта ачасен ăс-хакăлне ỹстерме пулăшакан кĕске вăхăтлăх лагерь уçăлнине мăшăрăмпа тỹрех ырласа йышăнтăмăр, 6 класри хĕрĕме унта кайма çырăнтартăмăр. Çакнашкал вĕрентỹсем йĕркелени питĕ кирлĕ тесе шутлатăп. Вăл ачасене хушма пĕлỹ илме çеç мар, пĕр-пĕринме хутшăнма, туслăха аталантарма, пĕр-пĕрне пулăшма та хăнăхтарать.

Альбина ЕГОРОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика