Тĕнче шайне тухаççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 15.03.2024, 15:59 Просмотров: 268

 Хусанта пиçиххи кĕрешĕвĕпе мала тухассишĕн виçĕ виçе категорийĕпе ăмăрту иртнĕ. "Ак Барс" кĕрешỹçĕсен керменне çĕршыври 300 ытла спортсмен, 100 представитель, судья, специалист килнĕ.

Чăваш Республикин пĕрлештернĕ командине "Паттăр" спорт шкулĕн икĕ воспитанникĕ кĕнĕ. Сабир Асейнов 60 килограмлă виçерисемпе кĕрешсе иккĕмĕш вырăн йышăннă. Унăн июнь уйăхĕнче тĕнче шайĕнчи ăмăртăва хутшăнмалла пулать.

Расиль Шарафутдинов виççĕмĕш вырăн йышăннă. Вĕсене кĕрешỹ вăрттăнлăхĕсене Эльфис Мтиев, Фанис Ахметов, Илдар Вахитов вĕрентет.

 Çул тăкакĕсене саплаштарма Чăваш Республикин кĕрешỹ федерацийĕн председателĕ Ферид Чабатов пулăшнă.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика