Шырав ушкăнĕ пулăшу ыйтать

Категория: Публикации Опубликовано: 15.03.2024, 16:01 Просмотров: 252

Хыпарсăр çухалнă... Çакăн пек çыру Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче нумайăшĕ илнĕ. Çывăх çыннисем пĕр йĕрсĕр çухалнине никамăн та ĕненес килмест, çавăнпах ĕнтĕ Çĕнтерỹ хыççăн та чылайăшĕн чĕринче шанчăк упраннă. Паян пулмасан ыран е тепĕр кун тăван киле салтак таврăнасса кĕтнĕ. Ас тăватăп-ха, аттен асламăшĕ те вăрçăран таврăнайман ывăлĕ пирки аса илсен час-часах: "Петя ăçта пурăнсан та хĕвелĕ пĕрех пур çĕрте те пĕр пекех пăхать", - тетчĕ. Сăмах май, вăл та хыпарсăр çухалнисен шутĕнче. Анне чĕри ачине ĕмĕрлĕхех çухатнине ĕненес килменнипе çак сăмахсене каланине паянхи кун питĕ лайăх ăнланатăп. Çĕршыва фашизмран 1941-1945 çулсенче хỹтĕлесе пуç хунисене шыраса тупассишĕн ятарлă шырав отрячĕсем ĕçлеççĕ. Вĕсем паттăрсене çулсем иртсен те тăван çĕрте канлĕх тупма е хыпарсăр çухалнисен ретĕнчен кăларма пулăшаççĕ. Паян пирĕн те пĕр салтакăн çемйине тупса пама май пур.

Нумаях пулмасть Раççейри обществăлла телевиденин редакторĕ Светлана Белова шăнкăравларĕ. Унран "Поиск" шырав отрячĕ вăл Чăваш Енре çуралса ỹснине пĕлнĕ хыççăн пулăшу ыйтнине каларĕ. Хаçат вулакансене те Светлана Вячеславовна пĕлтернĕ хыпар кăсăклантарасса шанас килет. Ушкăн 2012 çулта Ленинград облаçĕнчи Полавски районĕнчи Сорокино ялĕ çывăхĕнче (хальхи вăхăтра Новгород облаçĕнчи Порфински районĕ вăл, анчах ялĕ çук) шырав ирттернĕ. Чавнă чухне шăтăкра виçĕ салтакăн виллине тупнă. Вĕсем 1942 çулхи декабрь уйăхĕнче ку тĕнчерен уйрăлнă. Малтанхи пĕтĕмлетỹсем тăрăх, пурте Латвинче çуралса ỹснĕ. Вил тăпри патĕнче ятне, хушаматне çырнă тимĕр татăкĕ выртнă, анчах çулсем иртнĕ май вулама йывăртарах пулнă. Обд.-мемориал.ру база урлă çеç тупса палăртнă: Маргер Якубович Ининберг, Рига хулинче пурăннă; Эвальд Яковлевич Гринбергс, Латви ССРĕнчен; Альфред Янович Грантиньш. Альфред Грантиньшăн çумĕнче медальон пулнă, унта вăл хут çине хăйĕн арăмĕ пирки çырнине чикнĕ. Мăшăрĕ - Мироза Андреевна Рискотиньш - Чăваш АССРĕнче, Чкалов районĕнчи Козловкăра пурăнать тенĕ. (Ячĕпе ашшĕ ятне тỹрех вуланă, хушамачĕ лайăх курăнманнипе йывăрлăхсем пулнă). Историнчен пĕлетпĕр ĕнтĕ вăхăтĕнче Патăрьел муниципалитет округĕ Чкалов районĕте пулнă.

Мироза Андреевна Козловка ялĕнче те пĕр вăхăт пурăнма, каярах хăйĕн тăван çĕршывне куçса кайма, çавăн пекех Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи пĕр ялта е Чăваш Енрех тĕпленме те пултарнă. Шырав отрячĕ Латвие те салтак мăшăрĕ пирки пĕлтерсе янă, анчах сас-хура паракан пулман. Тен, кам та пулин мĕн те пулин ас тăвать Мироза Андреевна Рискотиньш пирки? Информацие хаçат редакцине 6-14-46 номерпе пĕлтерме ыйтатпăр.

 Ольга ПАВЛОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика